17 декабря 2014 г.
2014 çулхи декабрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче 4246 çынна регистрациленĕ, вĕсенчен 1475-шĕ /34,7 процент/ учетра - 3 уйăхран сахалрах, 1469-шĕ /34,6 процент/ 3-4 уйăх тăрать. 1302 çыннăн ĕçсĕрлĕх статусĕ 4 уйăхран ытларах тăсăлать.
2014 çулхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Енре шута илнĕ ĕçсĕрлĕхĕн вăтам тăсăмĕ 4,2 уйăхпа танлашнă /Раççейре - 5,8 уйăх/, виççĕмĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсемпе 4,1 уйăха çити чакнă.
Граждансем ĕçсĕр пулнипе учетра 3 уйăхран ытларах тăнин сăлтавĕсем:
- ĕç рынокĕ ыйтни тата вырăн шыракансен сĕнĕвĕсем пĕр килменни
- ĕçе вырнаçас тĕллевлисен 40 проценчĕ ытла професси аслă пĕлĕвне илнĕ, вакансисен тĕп пайĕ /80 проценчĕ/ вара рабочи специальноçĕсен /профессийĕсен/ заявкинчен тăрать*
- хÿтлĕхсĕр граждансен ушкăнне кĕрекенсен /ĕçсĕррисен 50 проценчĕ ытла/ тÿпи пысăкки /2 пине яхăн çын, çав шутра: 503 инвалид, пенси ÿсĕмне çывхаракан 419 çын, çире пур 200 хĕрарăм, çул çитмен тата сусăр ачаллă 982 ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем/.
Ĕçсĕр граждансене вырăн тупса парас тĕллевпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем:
- тĕнчери чи лайăх меслетлĕхпе усă курса професси суйласа илмешкĕн тест ирттереççĕ, унта центра пулăшу ыйтма пынисен 40 процентĕнчен кая мар хутшăнать*
- пĕлтернĕ ваканси тăрăх профессипе килĕшÿллĕн ĕç вырăнĕ суйласа илме пулăшаççĕ*
- профессие вĕренме тата ку енĕпе хушма пĕлÿ илме яраççĕ /çуллен 3,5 пин ытла çынна/*
- ĕç рынокĕнчи лару-тăру, ваканси, пулăшу пирки информацилесе консультаци параççĕ /çакна пулăшу илме пынисен 100 проценчĕ тивĕçет/*
- граждансен уйрăм категорийĕ валли вакансисен ятарлă ярмăрккине пухаççĕ /кăçалхи 11 уйăхра çамрăксем валли - 23, хĕрарăмсем валли 6 ярмăркка йĕркеленĕ/.
2014 çулхи вунпĕр уйăхра республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсене вырăн шыраса 47101 çын пынă, вĕсенчен 40696-шне ĕç тупса панă. Граждансене ĕçе вырнаçтарнин шайĕ кăçалхи январь-ноябрь уйăхĕсенче 86,4 процентпа танлашнă, малтанласа хакланă тăрăх асăннă кăтарту çулталăкра вăтамран 84,0 процентран иртмелле /патшалăх программин тĕллев индикаторĕ - 82,2 процент/. Ĕç шыраса служба органĕсене пынă граждансене вырнаçтарнин шайĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн республикăра 87,4 процента çитнĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн /Раççейре - 63,3 процент/ субъекчĕсен хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă.
Источник: "Хыпар"