01 июля 2014 г.
Шупашкарти VII экономика форумĕпе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 18-22-мĕшĕсенче «Контур» суту-илÿпе курав центрĕнче регионсен хушшинчи ХХI «Регионсем - вĕçĕмсĕр килĕштерсе ĕçлесси» курав иртнĕ.
Унта Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби те пуçаруллă хутшăннă, Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан экспозици йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - ĕçе вырнаçтарассипе çыхăннă служба тытăмăн пулăшăвне илсе тăракан граждансене тата ĕç паракансене унпа туллин те вăхăтра усă курма май туса парасси.
Çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче асăннă центра Чăваш Ен Пуçлăхĕ çитсе курнă. Михаил Игнатьева Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев хăйсен экспозицийĕпе - республикăри организацисенчи вакансисем çинчен кăмăл пур кашни çыннах самантрах информаципе тивĕçтерекен терминал ĕçĕ-хĕлĕпе - паллаштарнă, кураврах ĕçе вырнаçмашкăн направлени илме май пурри çинчен пĕлтернĕ.
Мероприятие хутшăннисем валли психолог-профконсультант йышăнăвне йĕркеленĕ, вăл кăмăл пур граждансене психологин тĕрлĕ меслетлĕхĕ енĕпе уйрăм консультаципе тивĕçтернĕ. Тест витĕр тухнă хыççăн кашнинех вĕсем пултаракан тата хăйсене юрăхлă профессие тата специальноçа суйламашкăн сĕнÿ çырса панă.
Ĕçлев службин органĕсен уйрăмах пĕлтерĕшлĕ тата малашлăхлă çул-йĕрĕпе курава пынисене паллаштарас тĕллевпе граждансем уйрăмах пуçаруллă хутшăнакан мероприятисем - Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа инвалидсене ĕç вырăнĕ тупма пулăшасси тата ача пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсене профессие вĕрентесси, харпăр хăй ĕçне йĕркелесси, çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕç тупса парасси, социаллă адаптаци тренингĕсене хутшăнасси - çинчен курав репортажĕсем трансляциленĕ тата фотоматериалсене демонстрациленĕ.
Пулас специальноç çинчен паян шухăшлакансене тата суйлакансене вара ĕç рынокĕ ыйтакан профессисен тĕнчипе паллаштаракан буклетсем валеçсе панă.
Курав ĕçленĕ кунсенче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин экспозицине çичçĕре яхăн çын пырса курнă, 610-шĕ ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки информаци илнĕ, 310-шĕ экспресс-тест витĕр тухнă, 100 яхăн çынна ĕçе вырнаçмашкăн направлени панă.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.
Источник: "Хыпар"