18 февраля 2014 г.
2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ граждансен /ĕçлев центрĕсенче регистрациленĕ граждансен йышне тата экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх шутне танлаштарни/ республикăра 0,75 процент пулнă е 2013 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчинчен /0,84 процент/ 0,09 процент пункчĕ сахалрах.
Пĕтĕм тĕнчери ĕç организацийĕн /МОТ/ методологийĕпе палăртнă ĕçсĕрлĕх шайĕ 2013 çулхи юпа-раштав уйăхĕсенче экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх йышĕпе танлаштарсан вăтамран 4,9 процент шутланнă /2012 çулхи юпа-раштав уйăхĕсенче - 4,7 процент/.
Юрăхлă ĕç шырас тĕллевпе тата ĕçсĕр пулнипе регистраци учетĕнче тăракан граждансен йышĕ 2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинче официаллă майпа шута илнĕ ĕçсĕр çынсен хисепĕ 4939-па танлашнă е иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 783 çын /13,7 процент/ сахалрах.
Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ
Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ /пĕлтернĕ пĕр ваканси пуçне тивекен ĕçсĕр граждансен шучĕ/ 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 0,3 единицăпа танлашнă /пĕлтĕрхи çав вăхăтра - 0,4 единица/.
Ĕçпе тивĕçтерекенсем ыйтакан специалистсем, çав шутра экономика ĕçĕ-хĕлĕ тĕсĕсем тăрăх 2014 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне 305 ĕçпе тивĕçтерекен пушă вырăнсене, должноçсене йышăнма çынсем кирли пирки кăтартусем панă. Вакансисен шучĕ 15452 единицăпа танлашнă.
Вĕсем экономика ĕçĕ-хĕлĕн çак сферисемпе ытларах çыхăннă: туса кăларакан производство - 4,5 пин, курттăм тата вак суту-илÿ - 1,7 пин, строительство - 1,6 пин единица. Пулă тытас тытăмра ваканси чи сахалли - 1 единица кăна, çĕр айĕнчи пуянлăхсене кăларнă çĕрте кăшт нумайрах - 11 единица.
Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕ ыйтакан профессисен /специальноçсен/ переченĕ, вăтам шалăва кăтартнипе пĕрле
Рабочи специальноçĕсемпе уйрăмах ыйтакан профессисен шутĕнче: тĕрлĕ ĕç тăвакан /11336,0 тенкĕ/, çĕвĕç /10933,0 тенкĕ/, повар /11433,0/, автомобиль водителĕ /14972,0 тенкĕ/, апат-çимĕç шутланман тавар сутуçи /12175,0 тенкĕ/, урам шăлакан /6838,0 тенкĕ/, кондуктор /10968 тенкĕ/, кирпĕч купалакан /22778 тенкĕ/, слесарь-юсавçă /15296,0 тенкĕ/.
Служащи специальноçĕсемпе çаксем ытларах кирлĕ: медицина сестри /7728,0 тенкĕ/, специалист /12714,0 тенкĕ/, менеджер /14510,0 тенкĕ/, хурал тăракан /10440,0 тенкĕ/, инженер /16966,0 тенкĕ/, кĕçĕн воспитатель /6264,0 тенкĕ/.
Республикăри ĕç рынокĕнче çак профессисем ытлашши: бухгалтер, сыхлавçă, ĕç инспекторĕ, экономист тата ыттисем.
Пĕлтернĕ вакансисем тăрăх уйăхри вăтам ĕç укçи 13089,0 тенкĕпе танлашнă.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.
Источник: "Хыпар"