ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирĕке кăларнисемпе тухма хатĕрленекенсене пулăшаççĕ

26 октября 2013 г.

Раççейĕн Чăваш Республикинчи УФСИНĕпе Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби ирĕклĕхсĕр хăварнă граждансене ĕçе вырнаçтарас, профессие вĕрентес, ĕçлев саккунĕсене ăнлантарса парас тĕллевпе тунă килĕшÿ тăрăх пирĕн хутлăхри юсанмалли учрежденисенче пуринче те справкăпа консультаци пункчĕсене йĕркеленĕ тата вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Служба центрĕсем вĕсене пушă ĕç вырăнĕсене тата условисене кăтартнă вакансисен банкне, çавăн пекех ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки кашни эрнерех информаци парса тăраççĕ.

2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче справкăпа консультаци пункчĕсен пулăшăвĕпе ирĕке тухма хатĕрленекен 1113 гражданин усă курнă. Республикăри юсанмалли учрежденисенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсемпе пĕрле асăннă тапхăрта информаципе консультацин 30 мероприятине йĕркеленĕ.

Унсăр пуçне кăçал вĕсенче ĕç вырăнĕсен вакансийĕсен 6 ярмăрккине ирттернĕ, вĕсенче ирĕклĕхсĕр хăварнă 600 гражданин пулнă.

Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене вырăн тупса памашкăн ыйтса тĕрмере ларса тухнисен йышĕнчен 189 çын пынă. Ку кăтарту ĕç шыракансен пĕтĕм йышĕн 0,5 проценчĕпе танлашать. Вĕсенчен 134-шне /70,9%/ вырнаçтарма май килнĕ, 22-шне /11,6%/ професси вĕренĕвне янă. 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисен шутĕнче асăннă ушкăна кĕрекен 10 çын тăнă.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика