19 октября 2013 г.
Чăваш Енре 2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕплетнĕ йĕркепе 4531 ĕçсĕр çынна шута илнĕ /иртнĕ çулхи çав вăхăтра - 5232/. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй-хал тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх йышĕпе танлаштарсан 0,7 процент пулнă /2012 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,76%/. Ку енĕпе Чăваш Республики малтанхи пекех федерацин Атăлçи округĕнчи чи пĕчĕк кăтартуллă виçĕ регион йышне кĕрет.
Пирĕн хутлăхра 2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче ĕçлев службин органĕсене тивĕçлĕ вырăн тупса пама ыйтса 40037 çын пынă, вĕсенчен 32982-шне /82,4%/ пулăшма май килнĕ. Ĕç сĕнекенсем асăннă тапхăрта рабочи специальноçĕпе 86183 вырăн пушшине пĕлтернĕ, вакансисен шучĕ юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 19423 единицăна çитнĕ.
Ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ /служба органĕсенче учетра тăракан граждансен сĕннĕ пĕр ваканси пуçне тивекен йышĕ/ асăннă кун тĕлне 0,28 единица шутланнă /иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 0,32/.
2013 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне федерацин Атăлçи округĕнче шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх йышĕпе танлаштарсан 0,9% /Раççейре - 1,2%/ юлнă. Асăннă кăтарту федерацин Атăлçи округĕнчи 11 регионта Чăваш Енринчен /0,7%/ пысăкрах.
Источник: "Хыпар"