15 октября 2013 г.
Кăçалхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче Чăваш Республикин «Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккунĕн 2 тата 4 статйисене улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проектне пăхса тухнă. Çапла тумашкăн федерацин 2013 çулхи утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» 183-мĕш саккунĕ хистенĕ. Унпа килĕшÿллĕн 35 çынран сахал тата 100-тен ытлашши мар йышлă ĕçпе тивĕçтерекенсемшĕн списокри вăтам йышăн 3 процентĕнчен иртмен виçепе квота çирĕплетме палăртнă.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби хатĕрленĕ саккун проекчĕ Чăваш Республикин саккунне 35 çынран сахал мар тата 100-тен ытлашши мар йышлă ĕçпе тивĕçтерекенсемшĕн списокри вăтам йышăн 1,5 процентлă виçипе квота çирĕплетме палăртакан хушăма кĕртме сĕнет. Асăннă проекта çирĕплетнĕ йĕркепе общественноç сÿтсе явнă.
Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Петрович Димитриев пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Республикинче 35 çынран сахал мар тата 100-тен ытлашши мар йышлă организацисем 2,2 пин ытла. Çапла вара саккун проектне йышăнни тата 2,2 пин ытла инвалида ĕçе вырнаçтармашкăн услови туса хума май парать.
Чăваш Республикин инвалидсем валли вырăн квотăлассипе çыхăннă вăйра тăракан саккунĕ тăрăх 100 çынран ытларах йышлă организацисем валли сусăрсене ĕçе илмелли квота 2 процентлă виçепе танлашать. 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри 296 организацире инвалидсене йышăнмашкăн 1884 вырăнлă квота çирĕплетнĕ, вĕсенчен 1651-шне çынсене илнĕ, урăхла каласан тĕллеве 87,6 процент пурнăçланă.
Саккун проектне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне хутшăннисем пĕр кăмăллăн ырланă тата ăна ЧР Патшалăх Канашĕнче пăхса тухмашкĕн кĕртме сĕннĕ.
Чăваш Республикинче 92 пин ытла инвалид, вĕсенчен 30,3 пинĕшĕ - 16-60 çулсенче. 10 пин ытла сусăрăн ĕçлес пултарулăхĕ пур, çав шутра 5,5 пинĕшĕ тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Республикăри ĕçлев службин органĕсене вырăн тупас тĕллевпе çуллен инвалида тухнă 2,3 пин ытла çын пырать. Çавсен 60 проценчĕ ĕç тупать. Асăннă кăтарту - Раççей Федерацийĕнче лайăххисенчен пĕри.
Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче ĕçлев службин органĕсене пулăшу ыйтса 1361 инвалид пынă, вĕсенчен 922-шне /67,7%/ вырнаçтарнă, çав шутра квота шучĕпе -147 çынна.
Источник: "Хыпар"