12 октября 2013 г.
Кăçалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче республикăри халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсене хăйсене юрăхлă вырăн шыраса тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме çывхаракан /ватлăхри ĕç пенсине кайма ирĕк паракан ÿсĕме çитиччен икĕ çул юлнă/ 1360 çын пынă. Вĕсенчен 355-шĕн организацие хупнипе е йыша пĕчĕклетнипе тухса кайма тивнĕ. Служба органĕсем пулăшнипе пенси ÿсĕмне çывхаракан 1018 граждана е центра ку ыйтупа пынă çав çулсенчи çынсен 74,9% вырăн тупса панă. Унсăр пуçне 677 пенсионер служба центрĕ ĕçлĕ пулмашкăн пулăшасса кĕтнĕ, 399-ĕн /58,9%/ кăмăлне тивĕçтерме май килнĕ.
Организацие хупнипе е йыша чакарнипе кăларса янисене - тивĕçлĕ канăва тухмалли ÿсĕме çывхаракансене - вырнаçтарма май килмесен ĕçлев службин органĕсем сĕннипе вĕсене пенсие маларах кăларма пултараççĕ. 2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче çак сăлтавпа 277 ĕçсĕр çын тивĕçлĕ канăва иртерех тухнă. Вĕсен хушшинче 192 хĕрарăм, 22 инвалид, 80-шĕ - ялта, 72-шĕ нумай профильлĕ хулара пурăнаççĕ.
Унсăр пуçне ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем çĕнĕ меслетпе усă курма тытăнчĕç - ĕç пенсийĕ илсе тăракан, анчах та ĕçлемен, вăй хурас туртăм пур пенсионерсем валли професси вĕренĕвĕ йĕркелеççĕ тата вĕсене профессин хушма пĕлĕвĕ илме май туса параççĕ. Кăçал пурнăç ыйтакан специальноçсене пенси ÿсĕмĕнчи 14 çынна вĕрентме палăртнă. Çак тĕллевпе 100,0 пин тенкĕ уйăрнă. 2014 çулта вара асăннă пулăшупа 70 пенсионера тивĕçтермелле.
Источник: "Хыпар"