03 сентября 2013 г.
2012 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăха ытти органти справкăсемпе тата документсемпе хăйсенех тивĕçтермелле. Ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăну тытăмĕ /СМЭВ/ влаç органĕсене даннăйсене пĕр-пĕрин патне электрон мелĕпе яма май парать. Çак тытăма йĕркеленин тĕллевĕ - патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсем парассин пахалăхне ÿстересси.
Паян Чăваш Енре патшалăхăн тата муниципалитетăн 96 пулăшăвне панă чухне СМЭВ йĕркеленĕ. Унта ĕç тăвакан влаçăн 15 органĕ, 26 муниципалитет тата 291 ял тăрăхĕ хутшăнаççĕ.
Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсем республикăри хуласемпе районсенче социаллă хÿтлĕх пайĕсемпе тата Раççей Пенси фончĕн управленийĕсемпе электрон мелĕпе çыхăну тытаççĕ. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕсенче Раççей Пенси фончĕн управленийĕсене ведомствăсен хушшинчи 855 хурав тата 129 ыйту, çавăн пекех районсенче тата хуласенче социаллă хÿтлĕх пайĕсене ведомствăсен хушшинчи 96 хурав янă.
Ĕç схеми çакăн пек: социаллă хÿтлĕх специалисчĕ гражданин ыйтăвĕпе ĕçленĕ май ыйтăва халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра хăй тĕллĕнех электрон мелĕпе ярать, ăна ĕçсĕр гражданин тесе регистрацилени, ĕçсĕрлĕхшĕн тÿлекен пособи виçи тата ытти çинчен те справкăсем илет. Çакнашкал тытăм граждансен вăхăчĕпе укçине перекетлеме пулăшать, çавăн пекех кирлĕ документсем пухассине çăмăллатать. Кунсăр пуçне тата унпа усă курни халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене Раççей Федерацийĕн саккунĕсемпе килĕшÿллĕн информаци памалли вăхăтсене пăхăнма май парать. Çакна та палăртмалла: халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсен специалисчĕсем çыхăнăвăн хÿтĕлев каналĕсем тăрăх çеç ыйтусене йышăнаççĕ, хуравсене яраççĕ, çакă информацие хăрушсăрлăхпа тивĕçтерет.
Граждансене ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăну мелĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен пайĕ çулленех ÿссе пырĕ.
Источник: "Хыпар"