23 июля 2013 г.
Ĕçсĕр граждансен хушшинче предпринимательлĕхпе çыхăннă пуçарулăха аталантарасси Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлă формисенчен пĕри пулса тăрать.
2013 çулăн пĕрремĕш çурринче ĕçсĕр 76 гражданин хăйсен ĕçне пуçарма пĕр хут паракан финанс пулăшăвне илнĕ. Ку - ĕçлев службин органĕсем республика бюджетĕнчен субсиди шучĕпе паракан 58,8 пин тенкĕ. Уйăрнă пĕтĕмĕшле виçе 4469,4 пин тенкĕпе танлашнă. Юридици вăйĕнчи тытăма, уйрăм предпринимателе е хресчен /фермер/ хуçалăхне патшалăх регистрациленĕ чух документсем хатĕрлеме пĕр хут паракан финанс пулăшăвĕпе ĕçсĕр 21 гражданин усă курнă - 16,2 пин тенкĕлĕх.
Ĕçлев службин органĕсем хăйсен ĕçне пуçарас кăмăллă ĕçсĕр граждансемпе вĕренÿ семинарĕсем те йĕркелеççĕ. "Аспект" вĕренÿпе методика центрĕ" ДПО АУпа, "Интеграл" технопарк" НПпа, "Бизнес технологийĕсен шкулĕ" тата "Чăваш Республикинчи пĕчĕк бизнеса пулăшакан агентство" АНОсемпе ĕçсĕр граждансем валли предприниматель ĕç-хĕлĕн никĕсĕсене вĕрентме 35 вĕренÿпе консультаци семинарĕ ирттернĕ, вĕсене 451 çын хутшăннă. Вĕренÿ семинарĕсен программинче - пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшмалли инфратытăм, пĕчĕк тата вăтам бизнеса çăмăллăхлă условисемпе кивçен парса патшалăх енчен пулăшассин ыйтăвĕсем.
Унсăр пуçне "Чăваш Республикинчи пĕчĕк бизнеса пулăшакан агентство" АНОн финанс пулăшăвĕпе 2013 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче маларах ĕçсĕр пулнă 7 предприниматель /Улатăр хулинче - 3, Çĕмĕрле хулинче - 3, Етĕрне районĕнче - 1 çын/ усă курнă. Вĕсем бизнеса анлăлатма, ĕç пÿлĕмĕсене юсама тата укçа çаврăнăшне ÿстерме 30 пинрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран кивçен илнĕ.
Источник: "Хыпар"