20 июля 2013 г.
Инвалидсене ĕç тупма пулăшасси паянхи кун пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать. Ĕç паракансем чылай чухне сусăрсене йышăнас мар тесе тĕрлĕ сăлтав тупаççĕ, вĕсен прависене хĕсеççĕ. Çакна кура обществăри çивĕчлĕх ÿсет, инвалидсем хăйсене ытлашши, никама та кирлĕ мар пек туйма пуçлаççĕ. Сусăрсенчен чылайăшĕ ĕçлеймест, вĕсене патшалăх тата çывăх çыннисем тăрантарса пурăнмалла тесе шутлаççĕ. Çапах та инвалидсем хушшинче пурте çакăн пек маррине асра тытмалла. Ĕçлес, хăйсене пурăнмалли укçа-тенкĕпе тивĕçтерес текен сусăрсем те чылай.
Çынсен çак категорине ĕçе вырнаçма йывăррине кура патшалăх вĕсене пулăшма тăрăшать. Çакна валли ятарлă саккунсем йышăннă. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ку енĕпе чылай ĕç тăваççĕ. Акă, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта унта ĕçе вырнаçас кăмăллă 16 инвалид пынă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 0,64 хут сахалрах. Вĕсенчен 13-шне ĕçе вырнаçтарнă. Çав шутра 3-шне валли республика тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ятарлă ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕ, 4-шĕ вăхăтлăх ĕçсене йĕркелессине хутшăннă.
Источник: "Каçал Ен"