31 октября 2012 г.
Канаш районĕпе хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн уçăмлăн палăртнă тĕллевĕсенчен пĕри - сусăрсен интересĕсене туллин хÿтĕлесси, общество пурнăçне кăмăлне кура явăçтарса хăйсен ыттисемпе тан туйма пулăшасси.
Инвалидсене ĕçпе тивĕçтересси патшалăх политикипе таччăн килĕшсе тăрать. Çакă Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшакан программăпа килĕшÿллĕн нумай мероприяти ирттернипе тĕллевлĕн пурнăçланать. Программа вĕсене ĕç рынокĕнче тупăшăва кĕме витĕм кÿрет.
Мероприятисен йышĕнче - хушма професси илме пулăшасси, общество ĕçĕсем йĕркелесси, «Ĕç шыраса хăшкăлнă граждансене вăхăтлăха ĕç тупса парасси» программăна пурнăçласси, сусăрсене квотăллă ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси...» Чи ăнăçлисенчен ĕç вырăнĕсене квотăлани шутланать.
2011 çулхи чÿк уйăхĕн 25-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикинчи инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси» саккуна пăхăнса 100 çынран иртекен коллективлă организацисенче сусăрсем валли пĕтĕм йышăн 2 проценчĕ чухлĕ ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле. Саккуна пурнăçлама консультаципе информаци сехечĕсем йĕркелеççĕ. Центр специалисчĕсем инвалидсене ĕç пама килĕшекен предприятисемпе, организацисемпе çыхăну тытаççĕ. Вĕсенче квотăланă вакансисен банкне туса хунă, ăна тăтăшах çĕнетеççĕ. Унсăр пуçне пирĕн центр вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăну тытать, Канаш хули тата район администрацийĕсене кашни кварталрах квотăна пурнăçламан предприятисем çинчен пĕлтерсе тăрать.
Сусăрсен кăмăлне тата пултарулăхĕпе вăй-халне шута илсе центр хушма пулăшу кÿме вĕсене общество ĕçĕсене явăçтарать. 2012 çулхи 9 уйăхра çеç 22 инвалида вăхăтлăх ĕç тупса панă.
Çĕнĕ професси пĕлĕвĕ илни производствăна таврăнма май панăран вĕсем хăйсене обществăра çирĕпрех туяççĕ, укçа-тенкĕ енчен никамран пулăшу ыйтмасăр хăйсем тĕллĕнех пурăнма пултараççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр панă направленипе ултă ĕçсĕр сусăр котельнăй операторĕ, атăçă, ЭВМ операторĕ, ытти специальноçа алла илнĕ. Вĕсем валли кашни уйăхрах ятарласа вакансисен ярмăркки иртет. Инвалидсем ĕç тата вĕренÿ вырăнĕсемпе паллашаççĕ çеç мар, хăйсене килĕшекеннисене суйлама та пултараççĕ. Кăçал çакнашкал ярмăрккăна вун тăваттăн хутшăннă.
Центр специалисчĕсем халăхăн социаллă пурнăçне хÿтĕлекен орган, пенси фончĕн представителĕсемпе пĕрле виçĕ çул ĕнтĕ «пĕр чÿрече» принципĕпе сусăрсемпе тĕл пулаççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа районти Шăхасанта вырнаçнă тĕп сыватмăшра 7 йышăну иртнĕ, 71 сусăр çын консультаци пулăшăвĕ илнĕ.
Республикăн тĕллевлĕ программи ĕçпе тивĕçтерекене инвалидсем валли професси кăткăслăхне кура ятарлă ĕç вырăнĕ хатĕрлеме хушать. Тăкакне патшалăх саплаштарать.
Кăçал Канаш хулипе районĕнчи предприятисенче çакнашкал 6 ĕç вырăнĕ хатĕрлеме палăртнă. Паянхи куна тăваттăшĕн кăмăлне тивĕçтернĕ.
2012 çулхи 9 уйăхра пирĕн центра 2647 çын пулăшу ыйтма пынă, вĕсенчен 123-шĕ /4,6%/ - инвалидсем. Халĕччен 2099-не ĕçе вырнаçтарнă, сусăрсенчен - 96-не /78%/.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем инвалидсен пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе çине тăрса ĕçлеççĕ, пур майсемпе те анлă усă кураççĕ.
Источник: "Хыпар"