Чăваш Енри ĕçсĕр çамрăксен йышĕ Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех
Ĕçсĕрлĕх шайĕ малалла чакать. 2012 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре регистрациленĕ ĕçсĕррисен шучĕ 5910 çынпа танлашнă /Раççейре - 4,1 млн çын/.
Ĕçсĕрлĕхĕн чи пĕчĕк шайĕ Муркаш тата Елчĕк районĕсенче - 0,19% /çĕр-шывра - федерацин Тĕп округĕнче/, чи пысăкки Пăрачкав районĕнче - 1,25% /Раççейре - Çурçĕр Кавказра/. 2012 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчи кăтартусемпе танлаштарсан ĕçсĕррисен шучĕ 522 çын е 8,1% чакнă /çĕр-шывра - 20 пин çын е 0,5%/. 2011 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсенче шутра тăракан ĕçсĕр граждансен шучĕ 4009 çын е 40,4% сахалланнă /çĕр-шывра - 889 пин çын е 17,7%/.
Палăртма кăмăллă: республикăри ĕçсĕр çамрăксен йышĕ Раççейри вăтам кăтартуран палăрмалла пĕчĕкрех. Ĕçсĕррисен йышĕнче 25 çулчченхи çамрăксем 13,8% танлашаççĕ /Раççей Федерацийĕнче - 33,7%/. Çав шутра çул çитменнисем /15-19 çулсенчи яш-кĕрĕм/ - 1,5% /7,8%/, 20-24 çулсенчи çамрăксем /тĕпрен илсен вĕренÿ заведенийĕсене пĕтернисем/ - 12,3% /25,8%/.
Чăваш Енре пурăнакансем ытти нумай регионтинчен чылай хăвăртрах ĕç тупаççĕ. Ĕçсĕррисен 42,1% /çĕр-шывра - 39,2%/ - виçĕ уйăхран каярах ĕç шыракансем. Республикăри ĕçсĕррисен 24,6% /Раççейре - 29,4%/ çулталăк е ытларах ĕç шырать.
Ĕçсĕрлĕхĕн «хĕрарăм сăнĕ» çав-çавах упранса юлать-ха. Ĕçлеменнисен йышĕнче 64,8% /Раççейре - 44,9%/ - хĕрарăмсем. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен органсенче регистрациленĕ граждансен тĕп пайĕ - хула çыннисем, вĕсен йышĕ 64,8% /çĕр-шывра - 61%/ танлашать. Ĕç опычĕ çук ĕçсĕр çынсем - 18,7% /34,4%/.
Çакна палăртни вырăнлă: Чăваш Республикинче пурăнакансем ĕç вырăнĕсене чакарнине е предприятисем панкрута тухнине пула ĕç çухатнă тĕслĕхсем сахалланнă. Ĕçлекенсен йышне чакарнă май, организацисене пĕтернĕ е хăйсен ĕçне хупнă хыççăн ĕçрен хăтарнисен шучĕ - 13,4% /Раççейре - 16,3%/. Хăйсен ирĕкĕпе унчченхи ĕç вырăнĕнчен кайнă çынсен шучĕ чылай пысăкрах - 55,5% /çĕр-шывра - 23,2%/. |
|