14 июня 2012 г.
Пирĕн ыйтусене Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей ДИМИТРИЕВ хуравлать
- Сергей Петрович, кăçалхи ака-çу уйăхĕсенче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче, радиопа телекуравра ĕçлев службин органĕсем пуçарнипе «Эпĕ рабочи пулăттăм!» девизпа профессисем суйласа илмелли акци иртни çинчен хыпарсем пулчĕç. Ку республикăри организацисем тулли хăватпа ĕçлесе кайнине, аталанса пынине, çавна май рабочисен хушма кадрĕсем кирлине пĕлтерет-и?
- Темăна сÿтсе явассине экономикăран пуçласа питĕ тĕрĕс турăр, мĕншĕн тесен халăха ĕçе вырнаçма пулăшассипе çыхăннă мероприятисене /çынсене професси суйласа илме пулăшасси шăпах çак шута кĕрет/ пурнăçласси экономикăри лару-тăрупа тачă çыхăннă. 2012 çулта экономика малалла вăй илсе пыни палăрать: иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан кăçалхи кăрлач-ака уйăхĕсенче промышленноç производствин калăпăшĕ 15,8% пысăкланнă, çав шутра тирпейлекен производствăра - 19,2%, строительствăра - 6,2%, суту-илÿре - 8,6%.
Производство ÿснĕ май кадрсем те ытларах кирлĕ. Кăçалхи пилĕк уйăхра ĕçлев службин органĕсене 48,3 пин ваканси пурри çинчен пĕлтернĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 34,5% нумайрах. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçлев службин органĕсем яланхи тата вăхăтлăх ĕçе 15,8 пин ытла çынна вырнаçтарнă.
Ĕçлев службин органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕррисен йышĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнчи шайран 1213 çын чакнă, çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 6849 çынпа танлашнă. Экономика енĕпе пăхсан вăй питти çынсен йышĕ тĕлĕшпе регистрацилекен ĕçсĕрлĕх 1,18-тан 1% таран чакнă.
- Республикăри профориентаци енĕпе ĕçлекен волонтерсен акцийĕн девизĕ - «Эпĕ рабочи пулăттăм!» Каласамăр, паян ĕç паракансем хăш профессисемпе ĕçлекен рабочисене ытларах ыйтаççĕ?
- Юлашки çулсенче ĕçлев службин органĕсене панă вакансисен 80% яхăн пайĕ - рабочисен ĕç вырăнĕсем.
Паян ĕç паракансене каменщиксем, электрогазосварщиксем, наладчиксем, термистсем, монтажниксем, отделочниксем, сверловщиксем, платниксем, столярсем, кровельщиксем, токарьсем, трактористсем, фрезеровщиксем кирлĕ. Çавăн пекех халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе ĕçлекенсене те яланах ыйтаççĕ: парикмахерсене, çĕвĕçсене, закройщиксене - вĕсем те рабочисен профессийĕсем шутланаççĕ.
Вĕсем ĕç рынокĕнче кирлине шута илсе профориентаци волонтерĕсен акцийĕн тĕллевĕ те республикăри ĕç паракансене кирлĕ рабочисен профессийĕсен сумне çĕклесси пулчĕ. Акци вăхăтĕнче йĕркеленĕ мероприятисене хутшăнса 53 пин ытла шкул ачи ĕçлев сферинчи, ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру, лайăх шалу тÿлекен, ăнăçлă ĕçлекен организацисене вырнаçма май паракан профессисемпе специальноçсем пирки тулли те тĕрĕс информаци илчĕ, хăйсем хăш профессисене ытларах кăмăллани тата хăйсен майĕсем пирки тестсем хатĕрлесе пĕлчĕ. Çавăн пекех профессиограмма текен илемлĕ те паха буклетсем илсе ачасем профессисен тĕнчипе паллашрĕç.
Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ валли ятарлă лекторисем йĕркелесе вĕсене ĕçлев рынокĕнчи чăн лару-тăрупа паллаштарнă. Хăй вăхăтĕнче сумлă шутланнă чылай специальноçпа халĕ дипломлă çынсем ытлашшипех - ашшĕ-амăшĕн çакна пĕлмелле. Паян дипломлă 110 экономист валли ĕç паракансем çак специальноçпа пĕтĕмпе те 4 ваканси кăна сĕннĕ, 360 бухгалтер валли - 130, 59 юрист валли - 13 вырăн. Паллах, конкуренци питĕ çивĕччине кура пĕлÿ тата пултарулăх енĕпе ĕç параканăн чи пысăк требованийĕсене тивĕçтерекенсем кăна çав ĕç вырăнĕсене йышăнма пултараççĕ.
Нумай ашшĕ-амăшĕ акци мероприятийĕсене хутшăннă май çемьере ачасене ĕçлев рынокĕнчи кирлĕ профессисемпе специальноçсене суйласа илме вĕрентсе ÿстермеллине ăнланчĕ.
- Сергей Петрович, çакнашкал акцисен вăхăтĕнче информаципе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ-и?
- Паллах. Унта хутшăннисем тĕпрен илсен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем, вĕсем пулас профессие тĕрĕс суйласа илме, кирлĕ специалист пулма пулăшакан информацие тÿлевсĕр илчĕç. Тепĕр хут палăртам: вăйра тăракан саккунпа килĕшÿллĕн патшалăхăн халăха ĕçе вырнаçма пулăшассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем пурте, 12-шĕ те, тÿлевсĕр. Çав шутра - профессие суйласа илме пулăшасси те. Çынсене ĕçе вырнаçма пулăшмалли ĕçсен тулли списокĕпе Чăваш Енĕн ĕçлев службин Интернет-сайтĕнче, çавăн пекех республикăри хуласемпе районсенчи ĕçлев центрĕсен Интернет-сайчĕсенче паллашма пулать.
Волонтерсене илес тĕк - вĕсем çакнашкал акцисене йĕркелес енĕпе пысăк пулăшу кÿреççĕ. Кăçал професси суйласа илме пулăшакан волонтерсен ĕçне 2627 çын хутшăнчĕ, çав шутра - 163 студент, библиотекăсен 216 ĕçченĕ, педагогсен, психологсен, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен йышĕнчи 982 çын.
«Эпĕ рабочи пулăттăм!» акцие 100 яхăн организаци хутшăнчĕ, шкул ачисем валли республикăри пысăк предприятисенче, çĕнĕ технологисемпе ĕçлекен производствăсенче 86 экскурси йĕркеленĕ.
Меллĕ самантпа усă курса акцие хутшăннисене пурне те пирĕнпе туслă пулнăшăн хаçат урлă тепĕр хут тав тăватăп.
- Сăмахăра вĕçленĕ май ĕçлев службин органĕсем кăçал йĕркелекен интереслĕ ытти мероприяти пирки те калаймăр-и?
- Кăçал сварщиксене, çĕвĕçсене, каменщиксене хатĕрлес енĕпе тĕллевлĕн ĕçлетпĕр. Ку профессисемпе вакансисемпе ĕç вырăнĕсен ятарлă ярмăрккисене йĕркелетпĕр. Ĕçлев рынокĕнче вĕсем уйрăмах нумай кирлине кура çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕр 75 çынна /планланă йышăн 37,5%/ - электрогазосварщике, 60 çынна /120%/ - çĕвĕçе, 11 çынна /36,7%/ каменщике вĕренме янă.
Пулăшу ĕçĕсен пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе çĕнĕ информаци технологийĕсене ĕçе кĕртетпĕр. Мĕн пур ĕçлев центрĕнче видео-чат /Skipe/ мелĕпе хутшăнмалли программа вырнаçтарнă, унпа ĕç паракансемпе ĕç шыракансем калаçаççĕ. Skipe-технологисемпе ĕç паракан 96 тытăм усă курать, çак майпа 173 калаçу ирттернĕ.
Халăха вакансисемпе паллашмалли майсем туса паратпăр. Çав шутра - пĕтĕм Раççейри вакансисен «Раççейри ĕç» банкпа. Ку ĕçе халăха ĕçе вырнаçтаракан центрсенче, çавăн пекех суту-илÿ комплексĕсенче, пасарсемпе вокзалсенче лартнă 34 информаци киоскĕ урлă пурнăçлатпăр.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хушнипе халăха ĕçпе ытларах тивĕçтерес тĕллевпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен представителĕсемпе тата ĕç паракансемпе пĕрле куçса çÿрекен ĕçлев центрĕсен офисĕсем ялсенче 380 хут ытла пулассине палăртса хунă.
Тухса çÿресе консультаци йĕркеленĕ май халăха ĕçлев саккунĕсем, ĕç рынокĕнче мĕнле ĕç вырăнĕсем пурри, ĕç шырамалли технологисем, професси енĕпе вĕренмелли майсем, уйрăм муниципалитет пĕрлешĕвĕнчи тата республикăри вакансисем, Раççейĕн ытти регионĕнче ĕçе вырнаçмалли майсем çинчен каласа паратпăр.
Çак мероприятисен тĕп тĕллевĕ - яланхи ĕç вырăнĕ çук тата ĕçлев службин органĕсенче регистрациленмен граждансене ĕçе вырнаçтарасси.
Çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн пирĕн ĕçченсем вырăна тухса çÿрессине республикăри мĕн пур районта йĕркелетпĕр.
- Интервьюшăн тавах, Сергей Петрович. Паянхи калаçу эсир ертсе пыракан служба кирлине, республикăра пурăнакансем унпа анлăн усă курнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Сире тата Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба ĕçченĕсене ăнăçу сунатпăр.
- Тавах. Пурне те ырă сунатăп!Источник: "Хыпар"