ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хамăр тĕллĕн ĕçлесси» - хамăрпа хамăр хуçа пуласси

03 мая 2012 г.

«Хамăр тĕллĕн ĕçлесси» тени хамăрăн хуçалăхра, çав шутра хамăрăн фирмăра ĕçленине пĕлтерет ĕнтĕ. Анлăрах илес тĕк - çын тара кĕрешсе мар, хăйĕн ĕçне пуçарса вăй хуни.

Юлашки çулсенче патшалăх тĕллевлĕн пулăшнине кура республикăри ĕçсĕр пин-пин çын хăйсем хуçа пулса тăма, хăйсен ĕçне уçма пултарчĕ. Чăваш Енре пурăнакансем хăйсем тĕллĕн ĕçлемелли программăпа мĕнлерех усă кураççĕ? Çак ыйтупа пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçипе С.П.ДИМИТРИЕВПА калаçнă.

- Çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлени - регионсен ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли анлă сарăлнă программисенчен пĕри. Кун пирки пресса час-часах çырать, ăнăçлă предпринимательсем çинчен каласа параççĕ, хăйсен ĕçне пуçарнă «çамрăксене» Раççейĕн ытти регионне опытпа паллаштарма чĕнеççĕ. Хисеплĕ Сергей Петрович, каласамăр: Чăваш Енре предпринимательлĕх енĕпе ĕçсĕррисен чăннипех пысăк йышĕ пултарулăхпа палăрать-и?

- Республикăн ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн 2009-2011 çулсенче ĕçсĕр 6343 çынна хăйсен ĕçне уçма 374,8 млн тенкĕ укçа парса пулăшнă. Çав шутра ялсенче пурăнакан 4068 çынна 240,4 млн тенкĕ панă, çавна май ĕçлев службин клиенчĕ пулнисем предпринимательсен ретне пысăклатнă.

Хăйсен ĕçне пуçарас енĕпе вăйне тĕрĕслесе пăхас кăмăллисем эпир кĕтнинчен йышлăрах пулчĕç. Калăпăр, 2011 çулта федераци бюджетĕнчен финанс пулăшăвĕ пама 1500 çын валли укçа уйăрнăччĕ, республикăри ĕçсĕр граждансем вара комиссисенче пăхса тухма тĕплĕ хатĕрленĕ 2 пин ытла бизнес-проект тăратнă, вĕсенче хăйсен тĕллĕн ĕçлемелли интереслĕ те малашлăхлă çул-йĕрне палăртнă. Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе çине тăрса ĕçленĕ хыççăн федераци бюджетĕнчен хушма укçа илме пултартăмăр, вăл ĕçсĕр пулнă тата 615 гражданина хăйсен ĕçне йĕркелеме май пачĕ.

Ĕçлев çинчен калакан саккунсем улшăннă май, 2012 çултанпа федераци бюджетĕнчен ĕçсĕр граждансене социаллă тÿлев пама кăна укçа уйăраççĕ. Апла пулин те республика Правительстви ĕçлев службин органĕсем çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелеме Чăваш Республикин бюджетĕнчен укçа уйăрма сĕннине ырларĕ. Уйăракан субсиди виçине упраса хăварнă, вăл 58,8 пин тенкĕпе танлашать.

- Сергей Петрович, кризиспа кĕрешмелли программăсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланă хушма мероприятисем ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрăва йĕркелеме чăннипех пулăшрĕç тесе калама пулать-и?

- Паллах, Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли тĕллевлĕ программăсене пурнăçлани халăха ĕçпе тивĕçтерессипе тата ĕçлев рынокĕпе çыхăннă лару-тăрăва 2010 çултах ырă витĕм кÿчĕ, 2011 çул вĕçленнĕ тĕле вара рынок кăтартăвĕсем кризисченхи шая таврăнчĕç. Ĕçлев службин органĕсенче шутра тăракан ĕçсĕр граждансен йышĕ 2010 çулхи нарăсри 25,5 пинрен 2011 çул вĕçленнĕ тĕле 8,1 пин çын таран чакрĕ. Çак тапхăрта экономика енĕпе вăй питти йыш тĕлĕшпе регистрацилекен ĕçсĕрлĕх 3,8-тан 1,2% таран пĕчĕкленчĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн методологийĕпе килĕшÿллĕн шутласа палăртнă ĕçсĕрлĕх шайĕ 2011 çулта экономика енĕпе вăй питти йыш тĕлĕшпе 7,7% танлашнă, çакă 2010 çулхинчен /9,2%/ 1,5% сахалрах. Ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕх коэффициенчĕ /ĕçсĕр граждансен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче шутра тăракан, ĕç паракансем сĕннĕ кашни ваканси пуçне шутласа палăртнă йышĕ/ пĕлтĕр 8,3-рен 0,6 единица таран чакнă.

- Прессăри тата Интернет-страницăсенчи хăш-пĕр материалта вĕсен авторĕсем патшалăх пулăшнипе кризиспа кĕрешмелли программăсене пурнăçланă тапхăрта йĕркеленĕ «бизнессем» рынокран тухма пуçланă тесе çирĕплетеççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

- Çакна палăртмалла: кризис тапхăрĕнче ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарасси, граждансене ĕçсĕрлĕхрен хÿтĕлесси патшалăх органĕсен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ пулчĕ. Çак тĕллевпе анлă мероприятисем пурнăçланă, çав шутра тĕп вырăнта общество ĕçĕсене йĕркелени, çынсене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерни, организацисен ĕçченĕсене малтанах ытти профессие вĕрентни. Патшалăх пулăшăвĕн ăнăçлă формисенчен пĕри предприниматель ĕçне йĕркелеме субсиди илмешкĕн май пани пулчĕ. Паллах, экономикăри тата ĕçлев рынокĕнчи лару-тăрура тăнăçлăх вăй илнĕ хыççăн асăннă мероприятисем пурте кирлĕ мар, вĕсенчен хăшĕсем пĕчĕкрех калăпăшпа пурнăçланаççĕ.

Ĕçсĕр граждансене хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелеме панă укçапа тĕллевлĕн усă курнине яланах тĕрĕслесе тăратпăр. Паян юлашки виçĕ çул хушшинче хăйсен ĕçне уçма субсиди илнĕ, ĕçсĕр пулнă çынсенчен ытларахăшĕ предпринимательлĕх енĕпех ĕçлет. Предприниматель ĕçне пăрахнисенчен темиçе çын кăна ĕçлев службин органĕсенчен ĕç тупмашкăн пулăшма ыйтнă. Ĕç паркансем сĕннĕ лайăх шалуллă ĕç вырăнĕсен шучĕ юлашки çулсенче палăрмаллах ÿснине, ĕçе вырнаçмалли майсем анлăланнине кура ыттисем хăйсем тĕллĕн ĕçе вырнаçнă.

2011 çулта республикăн халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсем 96 пине яхăн ваканси пурри çинчен кăтартусем илнĕ, ĕç шыракан пĕр çын пуçне вăтамран икĕ ваканси.

Ĕçсĕрлĕхшĕн паракан пособин 12 виçине уйăрса çынсем хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелес сĕнĕве 90-мĕш çулсен варринчех, пĕр ваканси пуçне 30-40 çын тивнĕ вăхăтри çивĕч самантра, малашлăхлă çул-йĕр тесе палăртнă. Анчах ун чух, шел те, ĕçлеве йĕркелемелли çак формăна кирлĕ пек аталантарман, патшалăх енчен финанс енĕпе пысăк пулăшу кÿмен. Çапах иртнĕ çулсенчи опыт тĕнчери юлашки кризис тапхăрĕнче вырăнлă пулчĕ, предпринимательлĕхе çине тăрсах пулăшмалли тĕрĕс çула суйласа илме май пачĕ.

- Сергей Петрович, хаçат вулакансене 58800 тенкĕ илнĕ май хăйсен ĕçне пуçарнă уйрăмах ăнăçлă предпринимательсем çинчен каласа параймастăр-и?

- Республикăра ĕçсĕр пулнă граждансем предприниматель ĕçне йĕркеленин ырă тĕслĕхĕ нумай. Муниципалитетсен администарцийĕсен çумĕнчи хисеплĕ комиссисем интереслĕ те малашлăхлă нумай бизнес-проекта тишкернĕ, хулан е районăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тĕрев кÿрекен мĕн пур проекта ырланă. Ĕçсĕррисен йышĕнчен тухнă бизнесменсем пурнăçлакан ăнăçлă, хăйне евĕрлĕ проектсем çинчен хаçатсем çыраççĕ, телекурав кăтартать, вĕсем тĕрлĕ конкурса хутшăнаççĕ, призсене тивĕçеççĕ.

2010 çулта Çĕнĕ Шупашкарта «Тĕлĕнтермĕшсен хули» çемье канăвĕн центрĕ уçăлчĕ. Унăн учредителĕ - ĕçсĕр пулнă Эдуард Михайлович Федоров. Вăл ачасен киленÿ центрне йĕркелемелли бизнес-план хатĕрленĕ. Ĕçлев центрĕ панă субсидипе Эдуард Михайлович тĕрлĕ аттракцион туяннă. Каярахпа вăл ĕçсĕр граждансене вырнаçтармашкăн хушма 10 ĕç вырăнĕ йĕркелемелли пысăкрах бизнес-план хатĕрленĕ, ăна та ырланă. Тата 588 пин тенкĕ илсе предприниматель киленÿ комплексне малалла аталантармалли çĕнĕ оборудовани туяннă, ĕçсĕр 10 гражданина ĕçпе тивĕçтернĕ.

Шупашкар хулинче ачасен «Капитошка» киленÿ центрне уçнă. Унăн ертÿçи - ĕçсĕр пулнă Екатерина Александровна Шашкова. Екатерина Александровна 2011 çулхи ака уйăхĕнче предприниматель пулса регистрациленнĕ. Халĕ унăн коллективĕнче 4 çын вăй хурать. Центр ачасем валли уявсем йĕркелет, пĕлÿпе вĕрентÿ программисемпе ĕçлет.

Ялсенче интереслĕ нумай бизнес-проекта çул панă. Çав шутра - кайăк-кĕшĕк, кролик, хурт-хăмăр ĕрчетесси, тимĕртен тĕрлĕ япала тăвасси, автомобиль юсасси, минтер тасатасси тата ыт. те.

Пуçламăш утăмсене тунă предпринимательсем çак ĕçе килĕштернĕ май бизнес аталанăвĕн çÿллĕрех шайне çĕкленнĕ тĕслĕхсем те пур. 2009-2011 çулсенче 11 предприниматель, çав шутра 8-шĕ ялсенче пурăнакансем, патшалăх гранчĕсене илнĕ. Ку тĕслĕхре сăмах 58,8 пин тенкĕпе танлашкан «старт капиталĕ» пирки пымасть, грант мелĕпе уйăракан финанс пулăшăвĕн виçи - çĕр-çĕр пин тенкĕ.

Юлашкинчен предпринимательсене бизнесра çитĕнÿсем тата çĕнĕ идейăсем сунас килет. Хăвăршăн хăвăр хуçа пулăр, бизнесăра хăюллăн аталантарăр. Патшалăх вара ку енĕпе пулăшĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика