ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Общество ĕçĕсен социаллă пĕлтерĕшĕ пысăк

28 марта 2012 г.

«Хыпар» ыйтăвĕсене Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçи С.П.ДИМИТРИЕВ хуравлать

- Хисеплĕ Сергей Петрович, паянхи калаçăва эпир общество ĕçĕсене - граждансене патшалăхăн хушма социаллă пулăшăвĕпе усă курма май паракан вăхăтлăх ĕç-хĕле - йĕркелессине халаллас терĕмĕр. Çакăнпа пĕрлех калаçу пуçламăшĕнче эсир ертсе пыракан службăн иртнĕ çулхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвне те пĕлесчĕ.

- 2011 çулта халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисене пурнăçлама бюджетăн 977 млн тенкĕ ытла укçине уйăрнă. Çав мероприятисене республикăра пурăнакан 113 пин ытла çын хутшăннă, çакă планланинчен 24,5% нумайрах. Ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 44,9 пин çынна ĕçе вырнаçтарнă.

Регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ иртнĕ çул 44,3% пĕчĕкленнĕ, 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 8062 çынпа танлашнă.

Экономика енĕпе хастар йышпа танлаштарсан регистрацилекен ĕçсĕрлĕх иртнĕ çул пуçламăшĕнчи 2,1% шайĕнчен кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 1,18% çити чакнă, çакă республикăн кризисченхи ĕçлев рынокĕн лару-тăрăвĕпе шайлашуллă.

Ĕçсĕр граждансен шучĕ республикăри мĕн пур районпа хулара чакнă.

- Чăнах та, республикăн ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру лайăхланнине официаллă статистика кăтартăвĕсем кăна мар, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А.Медведев нумаях пулмасть Чăваш Республикине килнĕ май Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаçĕн халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕллевлĕ йышăнăвĕсене хакласа калани те çирĕплетет. Патшалăхăн çак пулăшу ĕçĕпе тивĕçтермелли Административлă регламентра палăртнă тăрăх общество ĕçĕсен тĕллевĕ - социаллă усă кÿресси, çакă ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, çавăн пекех ĕç паракансен халăха ĕçпе тивĕçтермелли çак формăна йĕркелемеллине çирĕплетет. Республикăри хуласемпе районсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем общество ĕçĕсен социаллă пĕлтерĕшне яланах ăнланаççĕ-и?

- Общество ĕçĕсем пулăшнипе районсемпе хуласенче вăхăтлăх тата сезонсемпе çыхăннă, социаллă пĕлтерĕшлĕ чылай проектпа ĕçсем пурнăçланаççĕ. Ĕçлев центрĕсем ĕçсĕр тата ĕç шыракан граждансем валли йĕркелекен общество ĕçĕсен тĕп тĕсĕсене асăнни те çителĕклĕ: çурт-йĕр, оборудовани юсасси, пÿлĕмсене, пурăнмалли çуртсен подъезчĕсене тирпейлесси, çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленесси* территорисене тирпейлесси, документсем хатĕрлесси* парксенче, кану, физкультурăпа туризм зонисенче йывăç-тĕм лартасси, вĕсене тирпейлесси* чирлисене пăхасси* муниципалитетсен шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсене тата шкулсене йĕркелеме, тытса тăма, аталантарма пулăшасси* выльăх-чĕрлĕх витисене, складсене юсасси, çур аки тата тыр-пул пухса кĕртесси* эмел курăкĕсем хатĕрлесси тата ытти.

Асăннă общество ĕçĕсенчен чылайăшĕ хуласемпе районсен территорийĕсене тирпейлессипе, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха аталантарассипе, социаллă тата культура пĕлтерĕшлĕ объектсене упраса хăварассипе тата пăхса тăрассипе çыхăннă, çакă вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шутланать.

Общество ĕçĕсене йĕркелеме Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш хулисен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, ĕç паракансем хастар хутшăнчĕç.

- Пирĕн вулакансене ăнлантарсамăр: хуласемпе районсен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕсем йĕркелекен общество ĕçĕсене камсем хутшăнма пултараççĕ?

- Общество ĕçĕсене йĕркелесси - патшалăхăн пулăшу ĕçĕ, ăна ĕç шыраса е ĕçсĕр пулнипе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче регистрациленнĕ граждансене тÿлевсĕр кÿреççĕ. Чи малтанах общество ĕçĕсене хутшăнмалли правăпа ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илмен ĕçсĕр граждансем, çавăн пекех ĕçлев центрĕсенче ултă уйăхран ытларах шутра тăракан граждансем усă курма пултараççĕ.

2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсем патне таврăнса çакна палăртам: общество ĕçĕсене республикăра пурăнакан 7490 çын хутшăнчĕ. Общество ĕçĕсене хутшăннă йышăн 63,9% - хĕрарăмсем, çавнашкал ĕçсенче вăй хунă кашни пиллĕкмĕш çын - 30 çултан аслă мар.

- Общество ĕçĕсене хутшăнни патшалăхăн хушма социаллă пулăшăвĕпе усă курма май парать. Çав пулăшу виçи уйрăм çыншăн мĕнлерех, вăл пуриншĕн те пĕрешкел-и?

- Общество ĕçĕсем - тÿлевлĕ ĕç. Раççей Федерацийĕн Ĕçлев кодексĕн 135 статйипе килĕшÿллĕн общество ĕçĕсене хутшăнаканăн ĕç укçине ĕç паракан усă куракан шалу тытăмĕпе килĕшÿллĕн, анчах чи пĕчĕк ĕç укçинчен /4611 тенкĕ/ кая мар палăртаççĕ, вăхăтлăх ĕç килĕшĕвĕпе çирĕплетеççĕ.

Ĕçсĕр çыншăн юрăхлă мар общество ĕçĕсене хутшăнакан тапхăрта ĕçсĕр граждансен ĕçсĕрлĕхшĕн пособи илмелли право та упранса юлать. Вăл е ку çыншăн мĕнле ĕç юрăхлине халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан саккун палăртать. Хушса калам: общество ĕçĕсенче вăй хуракан граждансене Раççей Федерацийĕн ĕçлев тата социаллă страховани çинчен калакан саккунĕсем те пырса тивеççĕ.

- Эсир общество ĕçĕсене янă чух ĕçсĕр граждансем çăмăллăхпа усă курни çинчен каларăр. Ĕçсĕррисем тĕлĕшпе кунашкал «реверанса» мĕнпе ăнлантармалла?

- Патшалăхăн общество ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелли пулăшу ĕçĕсене кÿмелли административлă регламентпа килĕшÿллĕн халăха ĕçпе тивĕçтермелли çак мел чылай вăхăт ĕçлемен е ĕç опычĕ çук граждансен ĕçлес хавхаланăвне упраса хăварассине тивĕçтермелле. Шăпах çавăнпа ĕçлев службин органĕсем ĕçсĕр çынсене кайран яланхи ĕçе вырнаçма кирлĕ ĕç хăнăхăвне упраса хăварма е илме хушма шанăç параççĕ.

Пĕлтĕр 390 çын общество ĕçĕсене хутшăннă организацисене яланлăхах ĕçе вырнаçнă.

Общество ĕçне хутшăннисен ĕçлес хавхаланăвĕ упранса юлнине çирĕплетекен пайăр тĕслĕхсем пур.

Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан, экономист профессийĕпе аслă пĕлÿллĕ Альбина Нестеровна шалти ĕçсен пайĕнче бухгалтерта ĕçленĕ. Ведомствăна çĕнĕллĕ йĕркеленĕ май халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан пулăшу ыйтнă. Шел те, ун валли юрăхлă ĕç тÿрех тупăнмарĕ, вăл тÿлевлĕ общество ĕçĕсене хутшăнма килĕшрĕ.

Вăл общество ĕçне хутшăнма сĕннине йышăнса кăçалхи пуш уйăхĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин ачасен больницинче ĕçе пуçăнчĕ. Учреждени çирĕплетнĕ, 4611 тенкĕпе танлашакан ĕç укçи çумне ĕçлев центрĕ Альбина Нестеровнăна уйăхсерен 1700 тенкĕ матпулăшу тÿлĕ. «Мана вăхăтлăх общество ĕçĕсене хутшăнма сĕнчĕç те - килĕшрĕм. Ку маншăн укçа-тенкĕ енĕпе курăмлă пулăшу, çакăнпа пĕрлех хама юрăхлă ĕç шыратăп», - тет вăл общество ĕçĕсене хакласа.

- Сергей Петрович, калаçăва вĕçленĕ май сире тав тума, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен ĕçченĕсене 2012 çулхи тĕллевсене пурнăçламашкăн ăнăçу сунма ирĕк парсамăр.

- 2012 çулхи тĕллевсем чи малтанах халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан саккунсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерес енĕпе кĕртнĕ улшăнусемпе çыхăннă. Кăçалтан халăха ĕçе вырнаçма пулăшмалли мероприятисем Раççей Федерацийĕн субъекчĕн, урăхла каласан Чăваш Республикин тăкак обязательствисем пулса тăраççĕ.

Тĕп тĕллевсенчен пĕри - 2011 çулпа танлаштарсан халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе пулăшу ĕçĕсемпе усă куракансен шутне тата вĕсен пахалăхне чакарма юраманни. Çак тĕллевпе республикăн кăçалхи бюджетĕнче ĕçлев политикине çине тăрса пурнăçламалли мероприятисем валли 82,5 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхнă, ку иртнĕ çулхинчен 18,6% нумайрах.

       Халăха ĕçе вырнаçмашкăн пулăшма тата республикăри ĕçсĕр граждансене социаллă пулăшу кÿме 2012 çулта пĕтĕмпе 620 млн тенкĕрен кая мар уйăрассине палăртнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика