ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей ДИМИТРИЕВ: “Пурнăç таппинчен юлмастпăр”

22 декабря 2011 г.

Çулталăк вĕçленнĕ май кăтартусене пĕтĕмлетесси, çитĕнÿсене тишкересси, малашлăх тĕллевĕсене палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Сергей Димитриев Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службине ертсе пыма тытăннăранпа раштавăн 17-мĕшĕнче çулталăк çитрĕ. Асăннă тапхăрта тытăм ĕçĕ-хĕлĕ еплерех çĕнелсе улшăнчĕ? Пирĕн корреспондент çакăн пирки Сергей ДИМИТРИЕВПА калаçнă.

- Сергей Петрович, калаçăва, тен, халăха ĕçпе тивĕçтерессипе çыхăннă республикăн тата ведомствăн тĕллевлĕ программисен мероприятийĕсене пурнăçласа пынинчен пуçлăпăр?

- 2012 çулта ĕçлев мероприятийĕсене пурнăçлама 835 млн ытла тенкĕ хывма палăртнă: ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисен республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн - 269,5 млн, ведомствăн тĕллевлĕ программи тăрăх - 566,2 млн тенкĕ. Çав шутра федераци влаçĕн ĕç тăвакан органĕсемпе килĕшсе татăлнă хыççăн хушса тата 100 млн ытла тенкĕ уйăрнă.

Программăсен мероприятийĕсене ĕç шыракан 91 пин ытла çынна, çавăн пекех служба органĕсенче регистрациленĕ граждансене тата республика предприятийĕсен ĕçченĕсене хутшăнтарма палăртнă. Вĕсене, пурнăçра кăткăс лару-тăрăва лекнĕскерсене, ĕçлев служби йывăр вăхăтра хÿтĕлеме пултарчĕ.

Кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне программăсене 93 пин ытла çын хутшăннă, 39,8 пинĕшĕ вырăн тупнă. Çулталăкра республикăри 42 пин ытла граждана ĕçлĕ тумалла.

Ĕçсĕрсен социаллă тÿлевĕсем валли /пособипе, служба органĕ янипе вĕреннĕ тапхăрта стипендипе тивĕçтерме, укçан пулăшма, вĕсене тивĕçлĕ канăва маларах кăларнипе Пенси фончĕн тăкакĕсене саплаштарма/ кăçал 490 млн тенкĕ палăртса хăварнă тăк кăрлач-чÿк уйăхĕсенче 399,4 млн тенкĕ хывнă. Ĕçлев службин органĕсен республикăра пурăнакансене социаллă тÿлев памалли мĕн пур обязательствине кăçал туллин пурнăçлатпăр.

- Ĕçлев службин кăçал татса памалли ыйтусем сахал мар пулчĕç ахăр?

- Социаллă ориентаци тытăмĕ пулнă май, Чăваш Енри ĕçлев службин пурнăçри улшăнусене самантрах шута илме тивет. Ĕç рынокĕнчи кăткăслăха сирмелли хушма мероприятисен республикăри тĕллевлĕ программин калăпăшĕ 2011 çул пуçламăшĕнче малтанласа 238,2 млн тенкĕпе танлашмаллаччĕ. Çулталăкра вăл 31,3 млн тенкĕ ÿссе 269,5 миллиона çитрĕ. Çапла вара финанс енчен пулăшнине кура асăннă программăна хутшăнакансен хисепне кăçал 536 çын чухлĕ ÿстерсе 10939 çитерме май килчĕ. Çав шутра - харпăр хăй ĕçне йĕркелеме пултаракан е уçма ĕлкĕрнĕ 115 çын. Сăмах май, программа мероприятийĕсенчен çакна пирĕн клиентсем уйрăмах кăмăллаççĕ.

Ку çулăн уйрăмлăхĕ - экономикăн кризис хыççăнхи аталанăвне бюджет укçипе финанслани. Производствăна модернизацилекен тата техника тĕлĕшĕнчен пуянлатакан предприятисенче вăй хуракансен вĕренĕвне йĕркелесси мала тухса тăчĕ. Ку енĕпе “Трактор завочĕсем” концерн, Улатăр тата Çĕнĕ Шупашкар /“Химпром”/ хулисенчи предприятисем, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă тата ытти районти ял хуçалăх предприятийĕсем пуçаруллă. Пытармалли çук, чылай предприятин шалти тытăмне - оборудованипе техникине - тĕпрен улăштарнă, совет саманинчен юлни - корпуссем кăна. Вĕсене эпир çĕнĕ оборудованипе ĕçлеме пултаракан персонал хатĕрлеме пулăшатпăр, бюджет шучĕпе вĕренÿ хакне çеç мар, пĕлÿ илмешкĕн кайса килнĕ çул укçине, çакăнпа çыхăннă ытти тăкака саплаштаратпăр. Производствăна çĕнетсе улăштаракан организацисен 3500 яхăн рабочине кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне специальноçе маларах вĕренмешкĕн янă, çакă малтан палăртнинчен ытларах. Професси хатĕрленĕвне, тепĕр специальноçа алла илме тата квалификацие ÿстерме янисен йышĕ те çирĕплетнинчен пысăкрах - 4160 çын. Тивĕçлĕ пĕлÿ илнисен 84 проценчĕ ĕçе вырнаçнă.

- Ĕçлев тытăмĕнче граждансене пулăшас енĕпе кăçал çĕнни мĕн пур?

- 2011 çулта халĕччен пулман мерăсен комплексне пурнăçа кĕртрĕмĕр. Çĕнĕ мероприятисенчен пĕри - ачана 3 çула çитиччен пăхма илнĕ отпускра ларакан хĕрарăмсене квалификацие ÿстерме май туса парасси. Декрет тапхăрĕнче малтанхи ĕç вырăнĕнче чылай пулăм улшăнать. Çамрăк амăшĕсем коллектива таврăнсан хăтлă туйччăр, пĕлĕвĕпе юлташĕсенчен ан юлччăр тесе хăйсем кăмăллакан специальноçпе е должноçпа вырнаçмашкăн тивĕçлĕ пĕлÿ паракан курс сĕнетпĕр. 1160 хĕрарăм квалификацие ÿстерчĕ ĕнтĕ. Ку кăтартупа, вĕренсе тухнисен йышĕпе эппин, Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнче иккĕмĕш вырăнта тăрать.

Патшалăх пулăшăвĕн çак мелĕ çитес çул та вăйне çухатмасть. Бюджет укçипе квалификацие пуянлатма тĕв тунисем халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн хăйсем пурăнакан вырăнти органне паянах пырса пĕлтерме пултараççĕ. Эпир вĕсене шута илетпĕр.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕлĕхсенчен тепри - инвалидсене, сусăр ача çитĕнтерекенсене, нумай ачаллă ашшĕ-амăшне ĕç тупса парасси. Ку ыйтăва Чăваш Ен Президенчĕ контрольлесех тăрать. Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн асăннă ушкăна кĕрекен 470 çынна кăçал вырнаçтармалла тăк раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне 450-шне производствăна йышăннă. Ку енĕпе те Раççейре кăтартуллă тăваттăмĕш регион шутланатпăр. Çитес çул 374 çынна çапла майпа ĕç тупса памалла.

- Йышăннă мерăсем ĕçлев тытăмне витĕм кÿчĕç-и?

- Паллах. Ĕçсĕрсен йышĕ 2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 14478 пулнă тăк кăçалхи раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне 8158 таран чакрĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, çулталăк вĕçленнĕ тĕле ку кăтарту 8200 çынран иртмелле мар. Экономикăна пуçаруллă хутшăнакан халăх йышĕпе шайлаштарсан, ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,2 процент таран пĕчĕкленчĕ /çулталăк пуçламăшĕнче 2,1 процент пулнă/. Экономикăри ырă улшăнусем ваканси банкне пуянлатма май пачĕç. Кăçалхи 11 уйăхра ĕçлев службин органĕсен ваканси банкне 90 пине яхăн пушă вырăн, служащисен 84438 должноçĕ пирки пĕлтернĕ /иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен нумайрах/. Вĕсенчен рабочи специальноçĕсемпе - 73 пин ытла /81,8 процент/.

- “Атăл тăрăхĕнчи пир-авăр компанийĕ” АУО ĕçченĕсен шăпине татса памашкăн та сирĕн служба органĕ пуçаруллă хутшăнать, вĕсене витĕмлĕ пулăшу парать...

- Малтанхи хушусемпе /Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи канашлăвăн 2010 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнчи 1-мĕш протоколĕ тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнчи хушусен переченĕ/ килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службиАтăл тăрăхĕнчи пир-авăр компанийĕ” АУОра ĕçрен хăтарнă çынсен мониторингне эрнесерен туса пычĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçлев службине унăн рабочийĕ пулнă 572 çын пынă. Кăларса янисенчен 461-шне ĕçсĕр тесе йышăннă* 544-шне ĕçе каймашкăн 4 пин ытла направлени панă* 187-шне вырнаçтарнă* 15-шне профессие вĕренме тата ăсталăха ÿстерме янă* 29-не пенсие маларах кăларнă.

Паянхи кун тĕлне асăннă компани рабочийĕсем пулнă 205 çынна учета илнĕ. Вĕсене çирĕплетнĕ йĕркепе пособи тÿлеççĕ /тĕпрен илсен 4900 тенкĕ/. Вĕсем валли 6000 яхăн ваканси пур. Учетра тăракан 100 гражданăн профессийĕпе /пир тĕртекен, мастер пулăшуçи, пичет оборудованийĕн операторĕ тата ытти/ хулара ваканси сĕнекен çук. Унашкаллисене эпир бюджет шучĕпе профвĕренĕве тата ăсталăха ÿстермешкĕн кайма сĕнетпĕр. Йывăрлăха лекнĕ çынсен кун-çулне çăмăллатас тесе куллен тăрăшатпăр пулин те пурин шăпине те самантрах татса пама май килмест. Ку ыйтăва 2012 çул пуçламăшĕнче Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн уйăрса паракан укçа-тенке тата ĕçсĕрсен йышне тĕпе хурса уçăмлатма палăртнă.

Мониторинг ирттерессине тата компани рабочийĕсем пулнисене ĕç тупма пулăшассине служба органĕсем çийĕнчех татса памалли тĕллев тесе шухăшлаççĕ, çитес çул та ку енĕпе тимлĕ пулĕç.

Хальхи вăхăтра асăннă АУОра 385 çын вăй хурать, çав шутра 252-шĕ - тĕп производствăра. Çывăх вăхăтра кунта çынсене кăларса яма палăртман.

- Сергей Петрович, граждансем ĕç сĕнекенсемпе Интернет урлă хутшăнма пултарнине палăртрăр та кун пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-ши?

- Ĕçлев служби пурнăç таппинчен юлмасть вĕт. Кашни центртах çывăх вăхăтра курав-чат /видео-чат/ функци мелĕпе калаçса хутшăнмалли ятарлă программа /“Skype”/ вырнаçтараççĕ, унпа усă курса ĕç шыракан тата ăна сĕнекен пĕр-пĕринпе Интернет урлă калаçса татăлма пултарĕç.

Асăннă технологи претендентсен мобильлĕхне ÿстерĕ, урăхла каласан центра пынă ĕçсĕр гражданин çуртран тухмасăрах ертÿçĕпе хутшăнма пултарĕ. Паллах, хăйне хисеплекен кашни пуçлăхăнах “Skype” пулмалла. Малтанласа палăртнă тăрăх, 2012 çул варринче çĕнĕлĕх вăй илмеллех.

Ку технологие малтанласа ĕçлев центрĕсенче тĕрĕслеççĕ, ĕç сĕнекенсен вĕсен çумĕнчи клубĕсен ларăвĕсенче тишкереççĕ, унтан Шупашкар хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вакансисен виртуаллă мини-ярмăрккине ирттерме палăртаççĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕхпе те усă курма тытăнатпăр: халăх йышлă çÿрекен çĕрте информаци терминалĕсем лартатпăр. Вĕсем “Раççейри ĕç”, ”Чăваш Енри ĕç”, ”Хулари /районти/ ĕç” брендлă пулаççĕ. Ĕç шыракансене çакнашкал информаци кирлĕ тĕк ăна вĕсем çийĕнчех илееççĕ. Çитес çул кун йышши инфоматсем республикăри муниципалитет йĕркелĕвĕсенче пуринче те вырăн тупаççĕ.

- Республикăри ĕçлев службин органĕсен çитес çулхи тĕллевĕсем те пĕчĕкех пулас çук...

- Тĕллевсем пысăк паллах, хальхинчен япăх ĕçлеме юрамасть. Кашни ертÿçĕн хăйне шанса панă тытăмри пулăмсем пирки пĕлсе тăмалла, ĕç сĕнекенсемпе ĕçсĕр граждансен хутшăнăвĕсене çĕнетсе улăштарассишĕн тимлемелле. Чи малтанах - шалăва ÿстермелле. Мĕнле майпа тетĕр-и? Тĕслĕхрен, ĕç сĕнекен хутшăннипе ĕçсĕр çынна вырнаçтармашкăн тата тивĕçлĕ шалу пама гарантилесе квалификацие ÿстерме ямалла /пĕлÿ учрежденине суйланă чухне ĕç сĕнекен шухăшне тĕпе хурса паллах/. Вĕренÿ тăкакĕсене бюджет саплаштарать. Çакна пурнăçа кĕртме тытăннă ĕнтĕ. Республика правительстви хушнипе ĕçлевĕн патшалăх служби Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕпе пĕрле кунти ертсе пыракан строительство предприятийĕсемпе канашлу ирттернĕ хыççăн электрогазосварщик специальноçлĕ 30 рабочи çулталăк вĕçлениччен професси вĕренĕвĕн мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн квалификацие ÿстерсе пысăк шалуллă вырăн йышăнмалла.

Тепĕр тĕслĕх - республикăри тĕрлĕ предприятире вăй хуракансене çĕвĕç профессине хăнăхтарни. Кăçал “Яхтинг” ОООра, “Ядринпромкомбинат” АХОра тата ытти çĕрте тăрăшакан 89 çынна асăннă специальноçăн вăрттăнлăхĕсене тĕрлĕ курсра алла илме пулăшмалла. Строительствăра вăй хуракансен, уйрăммăн илсен каменщиксен, монолитчиксен ăсталăхне ÿстермелли майсене шыраççĕ.

Регистрацире тăнă вăхăта /ултă уйăхран ытларах/ кĕскетесси малашне те тĕп вырăнта пулĕ - ĕçе /вăхăтлăха пулсан та/ вырнаçтарăпăр, професси вĕренĕвне ярăпăр. Ĕç сĕнекенсем служба центрĕсене вакансисем пурри пирки информаци çитернин мониторингне тăтăшах ирттерĕпĕр. Енчен те çакнашкал хыпара памаççĕ тĕк кун пирки прокуратура органĕсене пĕлтерме тивĕ.

Ĕçлев служби обществăри, кулленхи пурнăçри улшăнусем тĕлĕшпе малашне те сисчĕвлĕ пулĕ, кирлĕ тĕк хăйĕн пулăшăвĕн мелĕсене çĕнĕлле йĕркелĕ, граждансене, ĕç сĕнекенсене тата паянхи ĕç рынокĕнче пĕлтерĕшлĕ шутланакан ытти тытăма çыхăнтаракан сыпăк пулса тăрĕ. Ĕç шыраса хăшкăлнă кашни çыннах паян эпир вырăн сĕнме хатĕр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика