ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕрлĕх чакать

30 ноября 2011 г.

Республика ĕçсĕрлĕхрен мĕнле хÿтĕленет? Çакăн çинчен пирĕн корреспондент Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçипе Сергей Димитриевпа калаçать.

- 2009-2010 çулсенче экономика такăнни чылай предприяти ĕçченне йывăрлăха кĕртсе ÿкерчĕ, - терĕ Сергей Петрович. - Пирвайхи кризис çулталăкĕ вĕçленнĕ тĕле тулли мар ĕç кунĕн режимĕпе 26 пин çын вăй хунă, 2010 çулхи нарăс тĕлне вара - 32 пин ытла. Ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен шучĕ кризисченхи тапхăрпа танлаштарсан 2010 çул пуçламăшĕ тĕлне виçĕ хут чакнă. Нарăсра регистрацилекен ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти йышăн 3,8% çитнĕ. Танлаштарма: кăçалхи нарăсăн 1-мĕшĕ тĕлне çак кăтарту 1,3% пулнă.

- Ĕçсĕрлĕхпе кĕрешме мĕнле мерăсем йышăннă?

- Ведомствăн тĕллевлĕ программисĕр пуçне Правительство 2009, 2010, 2011 çулсем валли кризиспа кĕрешмелли программăсем йышăннă. Унта халăх ĕçлевне пулăшмалли, ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисене палăртнă. Вĕсене пурнăçлама икĕ çулта 1,24 млрд тенке яхăн уйăрнă, кăçал 269 млн тенкĕ ытла уйăрма пăхнă.

Экономикăн çăмăл мар условийĕсенчи предприяти-организацисене патшалăх енчен пулăшнине кура виçĕ çулта 93 пин çынна ĕçрен хăтарасран, 55 пин ĕç вырăнне упраса хăварма май килнĕ. Вăхăтлăх 25 пине яхăн ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ, вĕсем 30 пин ытла çынна ĕçпе тивĕçтерме май панă.

- Ĕçлев служби предприятисене мĕнле пулăшу кÿнĕ?

- Çак программăна чи малтанхисен шутĕнче «Промтрактор-Вакун» ООО хутшăннă. Икĕ çулта унта çĕр ытла çынна общество ĕçне явăçтарнă, предприятин ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур 2500 ытла çыннине вăхăтлăх вырăнсене вырнаçтарнă. Çынсем ĕçсĕр юлман, цехсем ĕçлемен чухне те шалу илнĕ.

Предприяти менеджменчĕ кризис вăхăтĕнче те хăйĕн персоналне вĕрентме йышăннă. Японире, Италире, Бельгире кăларнă çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлеме ăсталăхпа пĕлÿ кирлĕ, професси хăнăхăвĕ тĕлĕшпе те требованисем çирĕпрех. Çавна май республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн малтанах профессие вĕренме предприятин пине яхăн ĕçченне янă. 2010 çулта кăна 150 яхăн çын паян кирлĕ профессисене - программăпа ĕçлеттермелли станоксемпе манипуляторсен наладчикне, операторне, автовышка, автогидроподъемник машинистне - вĕреннĕ.

- Ĕçлев служби тулли ĕç кунĕн режимĕпе вăй хунине мĕнле тĕревленĕ?

- Икĕ çул хушшинче ĕçсĕр юлма пултарнă 10 пин ытла çынна малтанах вĕрентнĕ. Программа ĕçсĕр 4100 ытла çынна предприниматель пулма пулăшнă - вĕсене хăйсен ĕçне уçма 58,8 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди панă. Вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтернĕ 3 пин ытла çамрăк стажировкăра пулнă. Программа вĕсене илнĕ профессипе вăхăтлăх /ултă уйăх таран/ ĕçе вырнаçма, кирлĕ опыт пухма май парать.

Кăçал ĕçлеве пулăшмалли çĕнĕ çул-йĕрсем çуралчĕç. Виçĕ çул тултарман ачисене пăхмалли отпускри 1000 ытла хĕрарăма, кăçал ĕçе тухма хатĕрскерсене, професси енĕпе хатĕрленме, çĕнĕрен хатĕрленме е квалификацие пысăклатма ямашкăн палăртатпăр. Унашкаллисен йышĕпе пирĕн кăтарту Раççей Федерацийĕнче чи лайăххисенчен пĕри.

Çĕнĕ тепĕр çул-йĕр - хĕрарăмсене çĕнĕ профессисене вĕрентсе йывăр условиллĕ ĕç вырăнĕсенчен илсе тухасси. Юпа уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне 33 хĕрарăм çĕнĕ ĕçе вĕреннĕ е пĕлĕве ÿстернĕ. Çĕнĕлĕхсен шутĕнче - нумай ачаллă ашшĕ-амăшне, инвалид ачасен ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшасси, производствăна çĕнетессипе çине тăракан предприятисен ĕçченĕсене вĕрентесси. Çак çул-йĕрпе уйрăмах нумай çынна пулăшатпăр - паянхи кун тĕлне 2,5 пин ытла çынна вĕрентнĕ.

- Инвалидсем ĕçлев службинчен мĕн кĕтме пултараççĕ? Вĕсенчен нумайăшĕ ĕçлесшĕн...

- Эпир ĕçсĕр инвалидсене, медиксем ĕçлеме сĕнекенскерсене, пулăшмалли тĕрлĕ программăна пурнăçлатпăр. Чăваш Ен Президенчĕ Михаил Игнатьев хушнипе «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем квотăласси çинчен» саккун проектне хатĕрлесе Патшалăх Канашне панă.

2011 çулта инвалидсене ĕçе вырнаçтарма ятарлă 273 ĕç вырăнĕ йĕркелетпĕр - çакă та çĕр-шыври чи лайăх кăтартусенчен пĕри. Çулталăк пуçланнăранпа ĕçсĕр тесе регистрациленисен шучĕ 4900 çын чакнă. Республикăн вакансисен банкĕнче 15 пин ытла ваканси - шута илнĕ ĕçсĕр çынсен йышĕнчен 1,5 хут нумайрах.

- Юлашки вăхăтра рабочисен, уйрăмах ăста рабочисен кадрĕсем çителĕксĕрри сисĕнет. Ĕçлев служби ĕçсĕррисене хăйсен квалификацине ÿстерме пулăшаять-и?

- Республикăра рабочисем валли япăх мар шалуллă вырăнсем пур - 12-20 пин тенкĕ таран. Апла пулин те пысăк квалификациллĕ специалистсем çитмеççĕ. Эпир вара, тĕслĕхрен, 5, 6-мĕш квалификаци разрячĕллĕ газоэлектросварщиксене вĕрентме пултаратпăр.

Ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен шучĕ ÿсес туртăм пур пулин те тĕпрен илсен рабочи профессийĕ нумай /83%/. Ĕçсĕр тесе регистрациленисен 40 ытла проценчĕ вара служащисен должноçĕсене кĕтет.

- Сергей Петрович, 2012-2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтерме пулăшмалли патшалăх программинче мĕнле мерăсене палăртнă?

- Вĕсем теçетке ытла. Сăмахран, халăха, ĕç паракансене патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕпе кÿресси. Унсăр пуçне - ĕçсĕр граждансем хăйсем тĕллĕн ĕçлессине, предприниматель пуçарулăхне аталантармалли мерăсем. Ку эпир ĕçсĕр çынсене хăйсен ĕçне уçма май паракан профессисене вĕрентессине, ĕç йĕркелеме укçапа пулăшассине пĕлтерет.

Инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăламалли механизма çĕнетни, ĕç паракансене çавнашкал çынсене ĕçе йышăнмашкăн хавхалантармалли механизма ĕçе кĕртни, çавăн пекех ĕç паракансене инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелеме субсиди пани те ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакарма пулăшмашкăн тивĕç. Çак программа экономикăн инноваци аталанăвĕ, унăн çĕр-шыври тата тĕнчери рыноксенчи конкурентлăхĕн çĕкленĕвĕ çинче никĕсленнĕ экономика условийĕсенче пурнăçа кĕрессе шанатпăр. Çавăнпа та ĕçсĕр çынсене ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене вĕрентсе вĕсен конкурентлăхне ÿстерессипе тимлĕ пулăпăр. Уйрăмах - профориентаци, ĕçсĕр çынсене психологи тата социаллă адаптаци тĕлĕшпе тĕревлес, çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçма пулăшассипе.

Программăпа килĕшÿллĕн тăхăр çулта çынсене вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарасси валли 125,8 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, профессисене вĕрентме - 363,9 млн, профориентаципе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем кÿме - 29,9 млн тенкĕ. Ĕçсĕрлĕхшĕн пособисем тÿлеме те укçа нумай кайĕ. 2012-2020 çулсенче патшалăх программине пурнăçлама мĕн пур çăл куçран уйăракан укçа виçи 5,8 млрд ытла тенкĕпе танлашать. Çав шутра федераци бюджетĕнчен /федераци бюджетĕнчен республика бюджетне паракан субвенцисем/ - 3,8 млрд тенкĕ ытла, республика бюджетĕнчен - 2 млрд тенке яхăн.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика