20 сентября 2011 г.
Пенси фончĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх - кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 87400 ытла инвалид пулнă, вĕсенчен 29685-шĕ - ĕçлеме пултаракан çулсенчи çынсем. Паллах, пурте ĕçлеймеççĕ, анчах сывлăхне кура кам ĕçлесшĕн тата ĕçлеме пултарать - вĕсене ĕçлев службин центрĕсем медицинăпа социаллă экспертиза органĕсем хевтесĕр çынсене паракан реабилитаци программипе килĕшÿллĕн ĕçе вырнаçма пулăшаççĕ. Инвалид пулнине кура конкурентлăхĕ чакнă çынсене ĕç рынокĕнче хăйсен вырăнне тупма тата мĕнпе пулăшма пулать - çакăн пирки пирĕн корреспондент Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçипе Сергей ДИМИТРИЕВПА калаçать.
- Малтанах темиçе цифра асăнам. 2011 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев центрĕсенче ĕçсĕр 1081 инвалид шутра тăнă /2010 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне - 1699 инвалид/. Мерăсем йышăннă май 2010 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне ĕçлев службин органĕсем пулăшнипе 1102 инвалида ĕçе вырнаçтарнă, кăçалхи сакăр уйăхра - 915 инвалида.
Патшалăхăн çынсене ĕçпе тивĕçтермелли программисем хевтесĕр йыша та ĕç тупмашкăн пулăшма тивĕç. Çав программăсенче хушма ĕç вырăнĕсем тума, çынсене ĕç рынокĕнче кирлĕ профессисене вĕрентме, ĕçе йышăнас енĕпе квотăсем палăртма пăхнă. Квотăсем ĕçлев службин органĕсенче шутра тăракан инвалидсене кăна мар, республикăра пурăнакан, ĕçе вырнаçас кăмăллă мĕн пур инвалида ĕç тупас тĕлĕшпе хушма социаллă гарантисем параççĕ.
Ĕç вырăнĕсене квотăламалли механизма лайăхлатас тата хевтесĕр çынсене ĕçе вырнаçмалли хушма гарантисемпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби Чăваш Республикин Президенчĕ хушнине пурнăçласа Чăваш Республикин «Чăваш Республикинче инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăласси çинчен» саккунĕн проектне хатĕрленĕ, ăна Чăваш Ен Правительстви ырланă.
Инвалидсене ĕçе вырнаçтарас ыйтусене ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи Инвалидсемпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче тишкернĕ, унта республикăн влаç органĕсен ертÿçисен инвалидсене ĕçе вырнаçтарасси тата çак ĕçе лайăхлатасси çинчен тунă докладне итленĕ.
- Ĕçлев служби граждансен çак категорине мĕнле пулăшу ĕçĕсем сĕнет?
- Инвалид ĕçлев службинчен хăйне ĕçе вырнаçмашкăн пулăшма ыйтни - ĕç шырамалли меслетсенчен пĕри. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсенче хевтесĕр граждансене йышăнма хăтлă та меллĕ условисем йĕркелес енĕпе тимлĕ ĕçлетпĕр. Куçса çÿрекен офиссем те пур - вĕсем патшалăхăн пулăшу ĕçĕсене кÿмелли механизма ансатлатма, вĕсене инвалидсем патне çывăхрах тума пулăшаççĕ.
Ĕçлев службин органĕсем халăха ĕçе вырнаçтарасси çинчен калакан саккунпа пăхнă мĕн пур пулăшу ĕçне кÿреççĕ. Çав шутра: республикăн ĕç рынокĕнчи лару-тăрупа паллаштарасси* инвалидăн уйрăм реабилитаци программине тĕпе хурса юрăхлă ĕç тупса парасси, çав шутра квотăлакан тата вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтересси* ĕç-хĕл сферине суйласа илмелли професси ориентацийĕ, профессие вĕрентесси* вакансисен тата вĕренмелли ĕç вырăнĕсен ятарлă ярмăрккисем, вĕсене хутшăнни инвалидсене хăйсен сывлăхне кура ĕçе вырнаçмалли тата профессие вĕренмелли майсем пирки тулли информаци илме, çавăн пекех ĕçе вырнаçас ыйтупа ĕç паракансемпе тĕл пулма май парать.
Ĕçлев служби ĕçсĕр, предприниматель ĕç-хĕлĕн никĕсĕсене малтанах вĕренсе алла илнĕ инвалидсене хăйсен ĕçне йĕркелеме пулăшать, çавăн пекех документсем хатĕрленĕ, хăйсен ĕçне уçнă чух консультаци парать, финанс енĕпе тĕрев кÿрет. Професси енĕпе хатĕрленессине, çĕнĕрен хатĕрленессине, квалификацие ÿстерессине йĕркелени - хевтесĕр çынсене ĕç рынокĕнче хăйсен конкурентлăхне ÿстерме пулăшмалли тата тепĕр вариант.
Халăха ĕçпе тивĕçтермелли активлă политика программисем, çав шутра «Ĕç тупас енĕпе йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелесси», «Тÿлевлĕ общество ĕçĕсене пурнăçлассине йĕркелесси» программăсем сывлăх енĕпе майĕсем ансăр çынсене ĕçпе тивĕçтерессине лайăхлатма май параççĕ. 2011 çул пуçланнăранпа вăхăтлăх вырăнсене 356 инвалида ĕçе вырнаçтарнă. Çак мероприятисене хутшăнни инвалидсен ĕçлес кăмăлне упраса хăварма, професси хăнăхăвне туптама, ĕç паракансене вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене йышăнмашкăн тата яланхи ĕçе илме çынсем тупма пулăшать.
Патшалăх ĕç рынокĕнче психологи, социаллă адаптаци енĕпе пулăшу ĕçĕсем кÿрет. Вĕсемпе кăçал 90 инвалид усă курнă.
Ĕçсĕр инвалидсен ĕç рынокĕнчи конкурентлăхне çĕклемелли мел вырăнне хурса вĕсене профессие вĕрентни - ĕçлев службин органĕсен ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Çын унчченхи профессипе ĕçлеме пултарайман е унăн нимĕнле специальноç та çук чух çакă пушшех пысăк пĕлтерĕшлĕ.
2011 çул пуçланнăранпа ĕçсĕр инвалидсен йышĕнчи ултă çын патшалăхăн професси енĕпе хатĕрленмелли, çĕнĕрен хатĕрленмелли, квалификацие ÿстермелли пулăшу ĕçĕпе усă курнă.
- Сергей Петрович, эсир - Шăмăршă районĕпе ĕçлекен информаци ушкăнĕн ертÿçи. Эппин, çак районти ĕç-пуçа сăнаса тăратăр, çав шутра - халăха ĕçпе тивĕçтерессине те. Унта инвалидсене ĕçе вырнаçтарас ыйту çивĕч-и?
- Районта инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе планланине пĕтĕмпех тунă. Тĕплĕнрех калас тăк - тăхăр инвалида ĕçе вырнаçтарнă, вĕсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме 450 пин тенкĕ тăкакланă. Ĕçлев служби тĕллевлĕ программăна пурнăçланă май пулăшнипе инвалид ачасене пăхса çитĕнтерекен виçĕ ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçтарма май килчĕ, вĕсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелеме 150 пин тенкĕ уйăрнă.
- Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн ĕçлев служби ĕçсĕр çынсене хăйсен ĕçне уçма пулăшнине, каялла тавăрса памалла мар субсиди панине пĕлетпĕр. Ĕçсĕр инвалидсем çав укçана илме пултараççĕ-и?
- Ĕçлев службин ĕçлеме пултаракан клиенчĕсемпе танах ĕçсĕр кашни инвалида хăйсен ĕçне уçма 58800 тенкĕпе танлашакан субсиди илме сĕнеççĕ.
Республикăн ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли тĕллевлĕ программин мероприятийĕсене 2010 çулта 444 инвалид хутшăннă. Хăшĕсем общество ĕçĕсене, вăхăтлăх ĕçсене пурнăçланă, теприсем вĕренÿ учрежденийĕсене пĕтернĕ май опыт пухас тĕллевпе стажировкăра пулнă, 90 инвалид хăйсен ĕçне уçнă. Ĕçлев службин 59 клиенчĕ валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ, ĕçлекен хăш-пĕр инвалид штатсене чакарнă май ĕçсĕр юлас хăрушлăх пуррине кура квалификацие ÿстернĕ, çĕнĕ пĕлÿ-хăнăхупа хăйсен ĕç вырăнĕнчех юлнă.
Сăмах май, Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служби йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал та хевтесĕр çынсен хушшинче хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелемелли чи лайăх проектсен республикăри конкурсне ирттересси çинчен пĕлтерчĕ. 2011 çулта 1863 гражданина предпринимательлĕх сферинче ĕçпе тивĕçтересшĕн, çав шутра - инвалидсене те. Çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 110 млн тенкĕ ытла тăкаклама палăртнă.
Республика конкурсне пĕлтĕр 55 инвалид хутшăннăччĕ, вĕсем ĕçсĕр гражданин статусне предприниматель статусĕпе улăштарчĕç. Çав çынсем суйласа илнĕ ĕç-хĕл шутĕнче - çăм атă йăваласси, тумтир çĕлекен тата юсакан ателье, çĕвĕ мастерскойĕ, пахча çимĕç, кайăк-кĕшĕк, мăйракаллă шултра выльăх çитĕнтерсе сутасси, вĕлле хурчĕ тытса пыл сутасси, кролик ĕрчетесси тата ытти. 2010 çулта хевтесĕр çынсен хушшинче хăйсем тĕллĕн ĕçлессине йĕркелемелли чи лайăх проектсен конкурсĕнче тăватă инвалид - Улатăр, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсенче пурăнакансем - çĕнтерчĕç.
Унсăр пуçне ĕçлев служби пулăшнипе тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ыйтнипе республика конкурсĕн çĕнтерÿçисем пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх енĕпе малтанхи утăмсем тăвакансене паракан грантсене илме пултараççĕ. Сăмах май, республикăра çак укçана илнисем пур та ĕнтĕ.
Çакна та палăртмалла: кăçал инвалидсем валли ятарлă ĕç вырăнĕсем йĕркелекенсене паракан тÿлевсен виçине 50 пин тенкĕ таран пысăклатнă. Çавнашкал ятарласа хатĕрленĕ ĕç вырăнĕсене кăçал хевтесĕр 270 çынран кая мар вырнаçтармалла.
Вырăнти хăй тытăмлăх, социаллă хÿтлĕх, медицинăпа социаллă экспертиза органĕсемпе, инвалидсен общество организацийĕсемпе тачă çыхăну йĕркелени инвалидсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтăва татса пама пулăшĕ.
Ку енĕпе комплекслă майпа тăрăшни, инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшакан мĕн пур социаллă тытăм алла-аллăн вăй хуни, ĕçлев службин органĕсем граждансен çак категорийĕпе çине тăрса ĕçлени кăна вĕсен социаллă хастарлăхне çĕклеме, ĕç рынокĕнчи конкурентлăхне ÿстерме пулăшĕ.
Источник: "Хыпар"