ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлев служби: тĕллев - кадрсен професси шайне ÿстересси

02 сентября 2011 г.

Халăха ĕçе вырнаçма пулăшассипе çыхăннă мероприятисенче кăçал кризис хыççăнхи тапхăрти экономика валли кадрсем хатĕрлесси тĕп çул-йĕр пулса тăчĕ. Мĕншĕн-ха инвестици проекчĕсемпе килĕшÿллĕн производствăна реструктуризацилекен тата çĕнетекен предприятисен ĕçченĕсене професси енĕпе вĕрентессине тĕпе хунă? Çакăн çинчен Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Мефодий АРХИПОВ каласа парать.

- Экономикăна çĕнетессипе, ăна инноваци çулĕ çине куçарассипе çыхăннă тĕллевсем, çĕр-шыв ертÿçисем палăртаканскерсем, ĕçлекенсен професси вĕренĕвне укçа хывма хистеççĕ, - терĕ Мефодий Михайлович. - Кăçал мероприятие республикăри 59 организаци хутшăнать, федераци бюджетĕнчен уйăракан субсидисен виçи вара 32 млн тенкĕрен иртет. Республика Правительстви утă уйăхĕнче 2011 çулта Чăваш Республикин ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли хушма мероприятисен тĕллевлĕ программине улшăнусем кĕртме йышăннă хыççăн уйăракан укçа виçи пысăкланчĕ. Çавна май унта хутшăнакансен йышĕ те 2977-рен 3016 çын таран ÿсрĕ. Кăрлач-утă уйăхĕсенче республикăра организацисен 1680 ытла ĕçченĕ хăйсен квалификацине ÿстерчĕ е ĕçлев служби пулăшнипе çĕнĕ професси илчĕ те ĕнтĕ, вĕсем çĕнĕ пĕлÿ-хăнăхупа хăйсен предприятийĕсенчех вăй хураççĕ.

Ĕç паракансене илес тĕк - çын урăх çĕрте вĕренет пулсан вĕсен ĕçлекен çын вĕренÿ вырăнне кайса килнипе, унта çÿренĕ май 100 тенкĕпе танлашкан талăк тÿлевĕпе, çавăн пекех пурăнмалли кĕтес тара илнипе çыхăннă тăкакĕсене кашни талăкшăн 550 тенкĕрен ытла мар виçепе туллин саплаштараççĕ.

Пĕлтĕр производство сферинчи организацисен специалисчĕсене çĕнĕрен хатĕрлес енĕпе пысăк ĕç тунă. Çав организацисен 4500 яхăн ĕçченне вĕрентнĕ.

2011 çулта ку енĕпе малалла ĕçлетпĕр. Малтанах профессие вĕрентессине пуçламăш професси вĕрентĕвĕн 6 учрежденийĕнче, 10 вузра, 8 техникумпа колледжра, хушма професси вĕрентĕвĕн 24 учрежденийĕнче пурнăçлаççĕ. Çак ĕçе ĕç паракан 3 тытăм та хутшăнать, вĕсен лицензиленĕ вĕренÿ центрĕсем пур.

Паян рынок çынсенчен чи малтанах компетентлăх - пĕлÿпе хăнăхусен пĕрлĕхне - кĕтет. Çавăнпа кадрсем хатĕрлес енĕпе ĕçлев служби професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытать - республика территорийĕнче вырнаçнисемпе те, унăн тулашĕнчисемпе те.

Ĕç паракансене çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕ чухнехи условисенче вăй хуракансене вĕрентмелли программăсене суйласа илме ирĕк панă. Программăн тивĕçлĕ çул-йĕрĕ пулăшнипе предприятисен ĕçченĕсем Мускаври, Хусанти, Чулхулари, Екатеринбургри вĕренÿ учрежденийĕсенче «производствăна технологи енĕпе хатĕрлессин тухăçлăхне ÿстересси», «магнит тата ультрасасă тĕрĕслевĕн дефектоскописчĕ», «финанс менеджменчĕ», «логистика», «электричество виçевĕн хатĕрĕсене тĕрĕслесси тата калибровка тăвасси», «анализ тĕрĕслевне метрологи енĕпе тивĕçтересси» программăсемпе тата ытти енĕпе пĕлĕвне ÿстерме пултарчĕç. Малтанах вĕрентессине тĕпрен илсен çак профессисемпе йĕркеленĕ: программа управленийĕллĕ станоксен операторĕ, кран машинисчĕ, автотранспорт хатĕрĕсен водителĕ, сысна ĕрчетекен комплекссен тата механизациленĕ фермăсен операторĕ. Çавăн пекех логистика, финанс менеджменчĕ, тухăçлă производство менеджменчĕ енĕпе те ĕçленĕ, бухгалтерсен пĕлĕвне ÿстернĕ. Сăмах май, вĕрентнĕ çынсем хăйсен предприятийĕсенчех тăрăшаççĕ.

Ĕçлев служби пурнăçлакан тепĕр программа - Ведомствăн тĕллевлĕ программи. Федераци бюджечĕн субвенцийĕсен шучĕпе 2010 çулта ĕçсĕр 5,2 пин ытла гражданина профессие вĕренме янă, ку планланинчен 12,3% нумайрах. Вĕренĕве вĕçленисен 75,8% ĕçе вырнаçнă е тупăшлă ĕç тупнă. Ĕç рынокĕнче уйрăмах рабочи профессийĕсем кирлĕ, çавна май ĕç рынокĕ хистенине тĕпе хурса ĕçсĕр 4 пине яхăн çынна, вĕренме янисен 75% танлашакан йышне, рабочи профессийĕсене вĕрентнĕ. Ĕçлев центрĕсем республикăри предприятисене газосварщиксемпе, котельнăйсен операторĕсемпе, строитель специальноçĕсене илнĕ рабочисемпе, электромонтерсемпе, станочниксемпе, программа управленийĕллĕ станоксен операторĕсемпе, машинистсемпе, тракторист-машинистсемпе, машинăпа ĕне сăвакан операторсемпе тата ытти професси представителĕсемпе тивĕçтернĕ.

Кăçал Ведомствăн тĕллевлĕ программипе ĕçлев службин органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕр 3900 ытла çынна вĕрентме палăртнă. Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçлев службин 2700 ытла клиентне профессие вĕрентнĕ, вĕсенчен 2013-шĕ рабочи профессийĕсене илнĕ.

Вĕреннисен пысăк пайне, 1618 çынна, ĕçе вырнаçтарнă.

Рынокра камсем кирлине шута илсе ĕçсĕр çынсене каменщик-монтажник, котельнăй операторĕн, слесарь, электрогазосварщик, токарь, электромонтер, тракторист профессийĕсене вĕрентнĕ.

600 яхăн çын хăйсен ĕçне йĕркелеме май паракан парикмахер, дизайнер, çĕвĕç, фотограф, маникюрша, атăçă профессийĕсене алла илнĕ.

Ĕçсĕр граждансене тата производство сферинчи производствăна реструктуризацилекен тата çĕнетекен организацисен ĕçченĕсене профессие вĕрентмелли тытăм республикăри хушма професси вĕрентĕвĕн пĕтĕмĕшле тытăмĕн пĕр пайĕ пулса тăрать. Çав вăхăтрах вăл принцип тĕлĕшĕнчен çĕнĕ тивĕçсене - социаллă хÿтлĕх кÿрессине, çынсен конкурентлăхĕпе професси çаврăнăçулăхне ÿстерессине - пурнăçлать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика