ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центр малашлах шанасне усамлатать

10 ноября 2010 г.

Тӑрӑшмасӑр, вӑй хумасӑр коллективра е ял-йышра ырӑ сӑмах илтеймӗн. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Канашри ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ҫынсем  кашни кунах йышлӑ пыраҫҫӗ. - Уйрӑмах тунти кун нумай, - палӑртрӗ ӗҫ рынокӗнчи ҫивӗчлӗхе сирес тӗллевпе ырми-канми тӑрӑшакан Борис Семенов директор. - Тӗрлӗ нуша хӑвалать вӗсене пирӗн пата. Пӗрисене шута илетпӗр, теприсене стажировкӑна вырнаҫтаратпӑр. Тивӗҫлӗ консультаци илес, хӑйсен ӗҫне уҫса малалла аталантарас ӗмӗт-тӗллевсем те тупӑнаҫҫӗ. Пурне те пултарнӑ таран витӗмлӗ пулӑшу паратпӑр. Центрта пулнӑ хыҫҫӑн вӗсен малашлӑх шанӑҫӗ уҫӑмланать».

 Кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра центртан 3929  ҫын, вӑл шутра 1694-ӑшӗ - ялсенче пурӑнакансем /малашне скобкӑна илнӗ кӑтарту  района  пӗлтерӗ/  ӗҫ  тупса памашкӑн   пулӑшу  ыйтнӑ.   Вӗсенчен 2254-ӑшӗ /848/ ниҫта та ӗҫлемест.

Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫлев служби 911 /310/ ӗҫсӗр ҫынна шута илнӗ. Ку кӑтарту хулара /районта/ ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн 2,03 /1,22/ | проценчӗпе танлашать. Вӗсен йышӗнче ытларах хӗрарӑмсем: 55,4 /55,5/ процент.

Тӗрӗссипе, ӗҫсӗр хӗрарӑмсен йышӗ ҫулсерен хушӑнать. Сӑлтавӗ чылай. Чи малтанах вӗсене пӗчӗк шалу тивӗҫтермест. Пӗчӗк ачаллисене, ҫемье хушӑнасса систерекенсене ӗҫе илесшӗнех мар.

Ĕҫ рынокӗнче рабочи профессийӗ-сем ҫитмеҫҫӗ. Апла пулин те сӗнекен ... вакансисенче хӗрарӑмсем валли ӗҫ 30 процента  яхӑн  ҫеҫ.   Вӑл  та  пулин  пысӑках мар шалуллӑ.   Кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫлев службине хӑйсене килӗшекен профессие тупасса шанса 2189 /944/ хӗрарӑм пынӑ. Вӗсенчен 1565-ӑшне /71,5%/ ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтернӗ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр 349 ҫынна, вӑл шутра 200 хӗрарӑма тӗрлӗ профессие вӗренме янӑ. Курссем йӗркеленӗ чухне нумай ачаллӑ тата пепкине пӗччен ҫитӗнтерекен амӑшӗсене уйрӑмах хӳтӗлессине шута илнӗ. 74-ӑшне психологи пулӑшӑвӗ панӑ, 85-ӗшӗ социаллӑ адаптаци программине хутшӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухмалли ӳсӗмччен вӑхӑт нумаях юлман ӗҫсӗр хӗрарӑмсене /71,6 процент/ пенсие кӑларнӑ.

Ӗҫлев служби предпринимательлӗх йӗркелеме, хӑйсем тӗллӗн ӗҫ пуҫласа яма ӑнтӑлакан хӗрарӑмсене те хӑйӗн хӳттине илет. Кӑҫал хулари тата ялсенчи ниҫта та вӑй хуман 87 хӗрарӑм хӑйсен ӗҫне пуҫарма субсиди илнӗ. Вӗсенчен кашнин валли республикӑн тӗллевлӗ программи тӑрӑх 58,8 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫакӑ савӑнтарать: унччен ӗҫсӗр шутланнисенчен хӑшӗсем бизнеса ӑнӑҫлӑ аталантарса ыттисем валли те ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем хатӗрлеме вӑй ҫитереҫҫӗ.

Центр организацие хупнипе е йыша чакарнипе пысӑк йывӑрлӑха лекнисем, ӗҫ ҫухатнӑран хӑйсене ниҫта та, никама та кирлӗ мар пек туякансем пирки те манмасть. Вӗсем валли 22 вырӑнлӑх 15 килӗшӳ тунӑ.

Ачасемпе ҫамрӑксене професси суйласа илме пулӑшас тӗлӗшпе те тӗллевлӗ ӗҫлет. Тренингсем, калаҫусем, тӗл пулусем йӗркелет. Профессин пуҫламӑш тата вӑтам пӗлӗвӗ илнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут ӗҫ шыракан 18-20 ҫулсенчи ҫамрӑксене ӗҫе вырнаҫта-рас енӗпе те тӑрӑшать, 11 рабочи валли 6 килӗшӳ тунӑ.

Профориентаци парасси те айккинче юлмасть. Ку ҫӑмӑллӑхпа 2252 /1357/ ҫын усӑ курнӑ. Професси пӗлӗвӗ илнӗ, анчах ӗҫе вырнаҫайман тата специальноҫ илме ӗлкӗреймен 12 ҫамрӑк «Эпӗ - ҫамрӑк специалист» тренинг-семинара хутшӑннӑ. Ҫу кунӗсенче хӗрӗхӗшӗ пушӑ вӗренӳ вырӑнӗсен ярмӑрккинче пулнӑ, тивӗҫлӗ консультаци илнӗ.

Кӑҫал - Вӗрентекен ҫулӗ. Ана халалласа тата ҫамрӑк специалистсене пулӑшас тӗллевпе ӗҫе вырнаҫма ӗлкӗреймен 10 педагог валли ҫурла уйӑхӗнче тренинг ирттернӗ.

9 уйӑхра центр витӗмӗпе 349 ҫын 23 профессипе хушма пӗлӳ илнӗ. Вӗсем повар-кондитер, электрогазос-варщик, ЭВМ операторӗ тата ытти специалистсем пулса тӑнӑ. Ҫӗнӗ про-фесси илнӗ 291 ҫынран утмӑлӑшӗ ӗҫ тупма пултарнӑ ӗнтӗ.

Айӑпа кӗнӗшӗн тӗрмере ларса тух-нисене завода е предприятие вырнаҫ-ма йывӑр. Вӗсен хӑйсене йӗплӗ пралук леш енчен юсанса тухнине тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлесе ҫирӗплетмелле. Унашкаллисем центра вун пиллӗкӗн пынӑ. «Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси ҫинчен» саккунӗн 3-мӗш статйин 2-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн пурне те шута илнӗ, пособи тӳлеме тытӑннӑ.

Канашри ӗҫлев центрӗ хулара тата районта пурӑнакансене ҫӗр-шывӑн ытти регионӗнче те ӗҫе вырнаҫмашкӑн майсем туса парать. Ҫак тӗллевпе 172 ҫын тивӗҫлӗ консультаци илнӗ. Авӑн уйӑхӗн   29-мӗшӗ   тӗлне   республика тулашӗнчи сезонлӑ тата вӑхӑтлӑх ӗҫсене 97 ҫын - строительсем, механизатор-сем, тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлакансем - вырнаҫнӑ. Вӗсем Мускав, Воронеж, Волгоград облаҫӗсемпе ытти регионта тӗрлӗ отрасльте   вӑй хураҫҫӗ.

Хулари, районти предприяти-организацисем хӑш профессипе ваканси пурри ҫинчен центра пӗлтерсех тӑраҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Канашри 187 предприятире 3155 ӗҫ вырӑнӗ тупӑннӑ, ялсенчи 44 предприятире - 1092. Хулара ӗҫ сӗнекен вакансисен 79,2 проценчӗ - рабочи профессийӗсем, 46 проценчӗн шалӑвӗ - пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен пысӑкрах. Ялсенчи кӑтарту ҫапларах: 96,1 тата 34,8 процент. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне центр бази мӗн пурӗ 582 пушӑ ӗҫ вырӑнӗ пурри ҫинчен пӗлтернӗ, вӑл шутра 196-ӑшӗ - ялсенче.

Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ҫивӗчлӗхӗ пуш уйӑӗнче чи ҫӳллӗ шая ҫитнӗ - 3,17%, районта - нарӑс уйӑхӗнче: 2,02%. Кайран ӗҫ рынокӗн ҫивӗчлӗхӗ чакма тытӑннӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӑл хулара 2,03 процентпа танлашнӑ, рай-онта - 1,22.

Тӑхӑр уйӑхра центр пулӑшнипе 3023 ҫын /1321/ ӗҫе вырнаҫнӑ, вакансисен 10 ярмӑрккине 336 ҫын хутшӑннӑ, 140-шӗ ӗҫ вырӑнӗллӗ пулнӑ.

Канаш хулинче предприятисемпе 34 килӗшӳ тунӑ.

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне договор-па килӗшӳллӗн ӗҫрен кӑларса ярас хӑрушлӑха лекнӗ 4142 ҫын вӑхӑтлӑха ӗҫ тупнӑ, 116-ӑшӗ общество ӗҫӗнче вӑй хурать, 122 выпускник - стажировкӑра, 26 ҫын «Промтрактор - Вакун» АХОра пӗлÿ илет, пӗр инвалид Канашри автотранспорт предприятийӗнче ӗҫлет, 89 ҫын хӑйсен ӗҫне уҫма субсиди илнӗ, вӗсенчен 4-ӑшӗ ӗҫсӗр граждансем валли 4 ӗҫ вырӑнӗ хатӗр-ленӗ. Хулара программа уйӑрнӑ укҫан 64 процентне пурнӑҫланӑ.

Районта 11 килӗшӳ тунӑ: 5-ӗшне - вӑхӑтлӑха ӗҫе вырнаҫтарма /234 ӗҫ вырӑнӗ, 3836 пин тенкӗлӗх/, 6-шне -выпускниксене стажировкӑна яма /14 ӗҫ вырӑнӗ, 496,7 пин тенкӗлӗх/.

Ҫавӑн пекех тӗллевлӗ программа сусӑр ҫынсене валли 60 пин тенкӗ, 94 ҫынна хӑйӗн ӗҫне пуҫарма тата пӗр ҫынна хушма ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерме 5613,9 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне йывӑрлӑха лекнӗ 210 ҫынна вӑхӑтлӑха ӗҫе вырнаҫтарнӑ, 19 выпускнике стажиров-кӑна янӑ, 91 ҫын хӑйӗн ӗҫне йӗркелеме субсиди илнӗ.

Районта программӑна пурнӑҫлама 8590,6 пин тенкӗ /85,8%/ тӑкакланӑ. 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика