ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Строитель профессийĕсем - пурнăç ыйтакан специальноçсем

06 августа 2014 г.

Строительствăпа çыхăннă професси е специальноç илнисемшĕн хальхи вăхăтра республикăра малашлăх чăннипех пысăк. Пирĕн хутлăхра пурăнмалли условисене лайăхлатас енĕпе палăртнă патшалăх программисем ăнăçлă ĕçлеççĕ, строительство калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн кăçал республикăри строительство отрасльне 9 млрд тенкĕлĕх бюджет инвестицийĕ хывма палăртнă. Çавна май асăннă тытăмра вăй хурас тĕллевлисем çирĕппĕнех шанма пултараççĕ: вĕсем валли ĕç çителĕклех. Урăхла каласан, çĕр-шывăн ытти регионĕнче пысăк шалу шырама тивмĕ.

Кăçалхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчи вакансисен банкĕ 19,5 пин пушă вырăн сĕнет, вĕсенчен 2,5 пинĕшĕ строительство тытăмĕпе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Чăваш Енри ĕçпе тивĕçтерекенсем кирпĕч купалакансене /218 ваканси/, машинистсене /135 ваканси/, монтажниксене /128 ваканси/ ытларах ыйтаççĕ. Платниксем, слесарьсем, арматурщиксем, отделочниксем те çăмăллăнах вырнаçма пултараççĕ. Квалификацильлĕ рабочи специальноçĕ пуррисене ыйтакансем йышланса пыраççĕ. Сĕнекен вакансисем тăрăх тÿлекен шалу уйăхра 25 пин тенкĕрен 60 пине çитет.

Чăваш Республикинчи предприятисен вакансийĕсен тулли банкне Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин, ĕçлев центрĕсен сайчĕсенче, ĕçлев центрĕсен информаци порталĕнче /www.chuvash.regiontrud.ru/, Раççей Ĕçлев министерствин «Раççейри ĕç» информаци порталĕнче /www.trudvsem.ru/, çавăн пекех халăх йышлă çÿрекен çĕрте лартнă информаци терминалĕсенче вырнаçтарнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика