ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇЧЕН АЛĂШĂН ĔÇ ТУПĂНАТЬ

24 сентября 2010 г.

Çулталăк пуçланнăранпа Канаш хулипе районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕçе вырнаçтарма пулăшу ыйтма районта пурăнакан 1564 çын пынă. Вĕсенчен 783 çынна ĕçсĕррисем тесе регистрациленĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 345 ял çыннине официаллă йĕркепе регистрациленĕ.

Шута илнĕ ĕçсĕр çынсен йышĕн 53,6 процент чухлĕ пайне хĕрарăмсем йышăнаççĕ, 30 çула çитмен çамрăксем – 20,3 проц., пенсие тухасси 1-2 çул юлнисем – 10,7 проц., предприятие хупса лартнипе е штата чакарнипе ĕçсĕр тăрса юлнисем – 18,3 проц., хăйсен ирĕкĕпе ĕç пăрахнисем – 53,9 процент. Районти 39 предприяти 901 ĕç вырăнĕ пурри çинчен сведенисем тăратнă. Вакансисен 95,6 проц. - рабочи профессийĕсем, 29,6 проценчĕн ĕç укçи пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен те сахалрах.

Январь-сентябрь уйăхĕсенче ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе 1223 çын ĕçе вырнаçнă. Вĕренĕрен пушă вăхăтра ĕçлеме 14-18 çулти 530 çамрăка вăхăтлăх ĕç тупса панă.

Сакăр уйăхра вакансисен ярмăрккине 4 хутчен ирттернĕ: вĕсен кăтартăвĕсем тăрăх 81 çын ĕçлĕ пулса тăнă. 2656 çынна профориентаци пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.

Çынсене хăйсен ĕçне йĕркелесе яма уйăрнă 294,0 пин тенкĕпе туллин усă курнă, ĕçсĕр 5 çын çак тĕллевпе субсиди илнĕ.

Источник: "Канаш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика