ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центртан - пурнăç çулĕ çине

22 июня 2010 г.

Экзаменсене ăнăçлă тытса алла диплом илнĕ хыççăн çамрăк специалистсемшĕн пурнăç çулĕ çине тăрас яваплă тапхăр çывхарать. Анчах опыт çукран хăшне-пĕрне ĕç тупма çав тери йывăр. Ăна шыраса вăл хăшкăлсах çитет.

 

Стажировка - çамрăксем вали

 

Телейлисемшĕн вара йăлтах пĕрремĕш - ĕçе вырнаçни, опыт пухни, ĕç укçи илни... 2010 çулта Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕн çивĕчлĕхне сирес тĕллевпе йышăннă программа вĕренÿ заведенийĕ пĕтерекенсене ĕмĕте çывхартма, йывăрлăхсене татса пама пулăшĕ. Чи малтанах унăн тĕп енĕсенчен пĕрне - стажировкăна - асăнмалла.

Çамрăк специалист диплом илнĕ хыççăн 12 уйăхчен ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче регистрацие тăрсан çеç стажировкăра пулма пултарать. Тĕллевĕ ансат - ĕçе йышăнакан хăйне кирлĕ специалистсене кĕске вăхăтрах вырăнта вĕрентсе-хăнăхтарса хатĕрлет, çав вăхăтрах предприяти-организаци тăрăх çÿресе хăшкăлса çитнĕ çамрăка «телей» кÿрет.

Тĕп вĕренÿ программине пурнăçланисем стажировкăра вырăнта квалификацие ÿстереççĕ, профессие çывăх хушма специальноçа вĕренсе алла илеççĕ.

Раççей Федерацийĕн Правительстви 2008 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнче йышăннă «РФ субъекчĕсен ĕç рынокĕсен çивĕчлĕхне сирес тĕллевпе хушма мероприятисене пурнăçлама федераци бюджетĕнчен РФ субъекчĕсен бюджечĕсене субсиди уйăрасси çинчен» хушăвĕ пĕтĕм шайри вĕренÿ учрежденийĕсен выпускникĕсем валли стажировка ирттермелли никĕс шутланать.

Йĕркелÿ, право тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ формăллă организацисем стажировка ирттерме пултараççĕ. Программăпа килĕшÿллĕн вĕсен çамрăксене 6 уйăхран ытла мар вăхăтлăха йышăнма ирĕк пур. Предприяти ĕçченĕсене наставниксем пулма çирĕплетеççĕ. Стажера шалу тÿлеме тивĕç. Вăл чи пĕчĕк ĕç укçинчен /4330 тенкĕ/ сахал пулмалла мар. Тăкака программа шутĕнчен ĕçпе тивĕçтерекен служба саплаштарĕ. Наставнике хушса тÿленĕ укçана /чи пĕчĕк ĕç укçин 50 проценчĕ/ предприятие тавăрса парĕç.

Программăна хутшăнас кăмăл пуррисен халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра /ХĔТЦ/ пымалла. Унта ĕçе илекенпе килĕшсе татăлĕç. Вăйра тăракан саккунсемпе килĕшÿллĕн ĕç паракан стажерпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пĕр-пĕр вăхăтлăха ĕç килĕшĕвĕ тăвать.

Стажировка предприятие те усă парĕ. Вăл стажера вăхăтлăх ĕçсене явăçтарма, унăн пĕлĕвне тĕплĕнрех хаклама, ытларах пĕлме, килĕшсен, шанăç парсан яланлăха ĕçе илме пултарать.

Канашри ХĔТЦа пуçламăш, вăтам тата аслă професси вĕренĕвĕн заведенийĕсенче пĕлÿ илнĕ 96 çамрăк пынă /57-шĕ - хуларан, 39-шĕ - ялсенчен/. 2010 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 71 выпускника опыт пухма 33 наставник çумне çирĕплетнĕ. Улттăшне яланлăха ĕç тупса панă. Виççĕшĕ «Промтрактор-Вакун» АХОра юлнă, тепĕр виççĕшĕ хулапа районта юрист, инженер, экономист пулса тăнă. 143 ĕç вырăнĕлĕх 14 килĕшÿ тунă, 37 наставника явăçтарнă.

2010 çулта Канашра 123 çамрăк стажировкăра пулĕ: «Промтрактор-Вакун» АХОра - 58, автоагрегат заводĕнче - 47, «Овощи плюс» АУОра - 2, «УК ЖКХ» ОООра - 5, элеваторта - 2, «Дентал-Мед» стоматологи клиникинче - 1, «Максимум», «Максимум плюс» ОООсенче - пĕрер, «Телеком плюс» компанире - 2, автовокзалта - 4 çын.

Канаш районĕнче - 20 выпускник: С.В.Шпаков фермер хуçалăхĕнче - 4, «Исток» ОООра - 2, «Победит» ОООра - 2, «147 номерлĕ ДЭП» АУОра - 2, потребитель обществинче - 4, «Чăвашавтоçул» АУОра, «Кĕпер» тата «Аталану» ОООсенче - икшер.

Стажировка ĕнерхи студентсене опыт пухма, хăйсен вăй-халне ĕненме, пурнăçра йывăрлăхсене хăнăхма, ĕç рынокĕнче тĕрĕс утăмсем тума пулăшĕ, пурнăç çулĕ çине тухма ăнăçлă старт парĕ.

 

Килĕшÿ çивĕчлĕхе сирет

 

2010 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче Канашри ХĔТЦран 2220 çын пулăшу ыйтнă, 901-шĕ - ялсенче пурăнакансем. 1507 çынна шута илнĕ /563-шĕ - ялсенчен/.

Кăçалхи çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне 1311 çын ĕçсĕр шутланать /456-шĕ - районтан/. Вăл шутра 57,3 проценчĕ - хула хĕрарăмĕсем /районтан - 57,9:/. 30 çула çитмен ĕçсĕр хула çамрăкĕ - 23: /районĕпе - 24,7:/.

Шута илнисен йышĕнче хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен кайнисем - 52,4: /хуларан/ тата 51,3: /ялсенчен/. Предприяти хупăннипе е штата чакарнипе: хуларан - 19:, районтан - 18,2:.

Çулталăк пуçланнăранпа Канашри 207 предприяти ХĔТЦа 1552 ваканси кирли çинчен пĕлтернĕ, районти 33 предприяти - 379. Хулара ĕç паракансем пĕлтернĕ вакансисен 73,3 проценчĕ ĕç профессийĕпе çыхăннă, 47 проценчĕн ĕç укçи пурăнма кирлĕ минимумран пысăкрах /районĕпе - 95,7 тата 36,9:/. Çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне ХĔТЦти пĕлтерÿсенче 440 ваканси пурри паллăччĕ /36-шĕ - районтан/.

2010 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пирĕн центр пулăшнипе 1526 çынна /630-шĕ - ялсенчен/ ĕçе вырнаçтарнă: 590-шне - шута илнĕ хыççăн 10 кун хушшинче, 50-шне - Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсене сезонлăха е яланлăха.

Ĕç рынокĕ кĕтекен профессисене 218 çынна /64-шĕ - ялсенчен/ вĕрентнĕ. Тÿлевлĕ общество ĕçĕсене 280 çын хутшăннă /225-шĕ - хуларан, 55-шĕ - районтан/. Вĕренÿрен пушаннă 14-18 çулсенчи çамрăксене /Канашран - 198, ялсенчен - 184/ вăхăтлăх ĕç тупса панă.

Кăçал 5 уйăхра вакансисемпе вĕренÿ вырăнĕсен 7 ярмăрккине ирттернĕ, вĕсене 246 çын хутшăннă, 127-шĕ ĕçе вырнаçнă.

4246 çын профориентаци пулăшăвĕ илнĕ.

Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи çивĕчлĕхе сирес тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн 2010 çулхи çĕртмен 1-мĕшĕ тĕлне 16 килĕшÿ тунă, тăххăрăшне - çынсене ĕçрен йышлăн кăларса ярас хăрушлăхра вăхăтлăха общество ĕçне вырнаçтарма, улттăшне - выпускниксене стажировкăна яма, пĕрне - инвалидсене ĕçе вырнаçтарма.

Килĕшÿ тунине пула 4142 çын вăхăтлăха ĕçе вырнаçнă, 1804-шĕ - ĕç кунĕ тулли мар пулнăран, 2338-шĕ - ĕçе вăхăтлăха чарса лартнăран. 60 выпускника опыт пухма стажировкăна вырнаçтарнă.

Районта 14 килĕшÿ тунă, 5-шне - вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма, 9-шне - стажировкăна яма. 184 çынна тулли мар кун йĕркипе вăхăтлăха ĕç тупса панă, 10 çамрăк стажировкăра пулнă.

Харпăр хăй ĕçĕпе пурăнакан 166 çын /Канашран - 78, районтан - 88/ 58800-шер тенкĕ пулăшу илнĕ.

Инвалидсене ĕçе вырнаçма пулăшас программăпа Канашри пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕпе килĕшÿ тунă, пĕр инвалида ĕç тупса панă.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика