ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тĕллевĕмĕр - çухатнă шанчăка каялла тавăрма пулăшасси"

03 июля 2009 г.

Пурнăçра тулли телейлĕ пулма икĕ пĕлтерĕшлĕ япала кирлĕ теççĕ: пĕри - çемье, тепри - ĕç вырăнĕ. Пĕрремĕшĕ Турă тивлечĕпе пулса пырать-и, тен, анчах иккĕмĕшĕшĕн, хуть мĕн калăр та, харпăр хăйĕн чылай тăрăшма тивет. Вăл пурнăç тĕрекĕ, çемье ырлăхĕ, ăна телей кÿрекенĕ пирки кам иккĕлентĕр ĕнтĕ. Анчах хăш-пĕр чухне пурнăçра лару-тăру урăхларах та çаврăнса тухать çав. Чип-чиперех тăрăшса вăй хунă чухнех предприятире штат кĕскетнипе ĕçсĕр те тăрса юлма пулать. Ун пек чухне мĕн тумалла-ха? Камран пулăшу ыйтмалла? Унсăр тăрса юласси, паллах, ырă япала мар. Çапах та кăмăла çав тери ан хуçăр. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытмалла кăна, унта сире пулăшаççех.

Пирĕн служба Канаш хулипе районĕнчи ăна çухатнă çынна тупса парас енĕпе тăрăшать, çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекене те хăйне кирлĕ специалист суйлама пулăшать. Ăна анлă çул-йĕрпе туса пыратпăр: хăйĕн профессийĕпе ĕç сĕнетпĕр, квалификацине ÿстеретпĕр е урăх специальноçа вĕрентетпĕр. Çавăн пекех пушă вăхăтра е каникул кунĕсенче - 14-18 тата вăтам шкулпа професси училищи е техникумпа лицей пĕтернĕ 18-20 çулти çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма пулăшатпăр. Вĕсене тата черетре тăракан ĕçсĕр гражданина социаллă тÿлевпе тивĕçтеретпĕр.

Центрта черет тăрас йĕрке çапларах: малтан заявлени çырмалла, унпа пĕрле документсем тăратмалла. Ун хыççăн ваканси списокĕпе паллаштарĕç. Кăмăла каякан специальноç пирки калаçма ĕçпе тивĕçтерекен патне çитсе килме направлени парĕç. Вăл ăна ĕçе йышăнма кăмăл пуррине çырса пĕлтерĕ. Йышăнмасан та пăшăрханма сăлтав çук. Çакнашкал направленипе урăххи патне те кайма ирĕк пур. Яланлăххине тÿрех тупма шăпа пÿрмерĕ тейĕпĕр. Ун пеккине Центрта социаллă хушма пулăшу кÿрес тĕллевпе вăхăтлăх общество тÿлевлĕ ĕçне сĕнме пултараççĕ. Хальхи финанс кризисĕн тапхăрĕнче вăхăтлăххи те ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва чылай çăмăллатĕ, уйрăмах - ял хуçалăхĕнче. Халĕ ку рынокри конкуренцире тупăшма пултарулăх шайĕ пĕчĕк çынсен - инвалидсен, çул çитмен ачасен, саппаса тухнă çар çыннисен, нумай ачаллă çемьесен, пенси çулне çывхаракансен, беженецсен - пурнăçĕ йывăрланни куç кĕрет.

Ĕç шыравĕнче йывăрлăх туякансене пулăшас тĕллевпе предприятисемпе килĕшÿ тăватпăр. Кунта икĕ уйăх вăй хураççĕ, вĕсене тÿлеççĕ. Каярахпа пултарулăхне кура хăш-пĕрне яланлăхах штата куçарни те пулкалать. Гражданин паянхи тапхăрта кирлĕ професси çук е квалификацийĕ пĕчĕк тĕк, ăна вĕрентĕпĕр, ăсталăхне ÿстерме пулăшăпăр.

Халĕ ĕç рынокĕнчи лару-тăру кăткăсланчĕ. Ăна шыраканпа паракан хушшинчи шайлашу уйрăмлăхĕ чылай ÿсрĕ. Çакă ку е вăл професси çыннине те пысăк шалу илес тесен специальноçне улăштарма хистет.

Вăтам шкул пĕтерекен хăш профессие суйласа илни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн специалистсем вĕсене паянхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче мĕнле специальноç ытларах кирлине ăнлантараççĕ, ку енĕпе тестсем ирттереççĕ.

Центрта социаллă адаптаци программипе "Ĕç шыракансем" тата "Çĕнĕ стартсем" клубсем йĕркелени хамăра ăнăçу кÿнине аван туятпăр. Вĕсенчи занятисем хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă çынна пурнăçри хастарлăха ÿстерме, йывăрлăха çĕнтерме вĕрентеççĕ.

Хамăр ĕçре информацин çĕнĕ технологине ĕçе кюртсе пыратпăр. Центр фойинче ку енĕпе ятарлă кĕтес уçрăмăр. Стендсенче эпир кÿрекен пур пулăшу пирки те тĕплĕн ăнлантарса панă. Пирĕн Центрта хамăр хуларипе республикăри вакансисемпе кăна мар, çĕршывăмăртипе те паллашма пулать. Интернет-портала "Раççейри ĕç" программа кĕртнĕ. Кунсăр пуçне массăллă информаци хатĕрĕсенче те пĕлтерсех тăратпăр, вырăнти сайтри хыпара кунсеренех çĕнететпĕр.

2009 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн Центрта 1409 гражданин черетре тăнă, вĕсенчен 506 - ялта пурăнакан.

Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе илсен вĕсен йышĕ 842 çын хушăннă. Çапах та çакна финанс кризисĕ витĕм кÿчĕ теме çук. Çак ушкăнра штат чакарнипе е предприяти хупăннипе ĕçсĕр юлнисем 10-12 процент кăна. Ыттисем: нумайччен шыракансем - 29%, хăй ирĕкĕпе производствăран кайнисем - 49%, пирвайхи хут шыракансем - 12%. Ĕçсĕрлĕх пособийĕ 4900 тенке çитни те чылайăшне черете килсе тăма хистенĕ.

Центр пулăшăвĕпе кăçалхи çур çулта 1512 çын предприятипе организацине вырнаçнă, 754 общество ĕçĕнче вăй хунă, 297 çул çитмен çамрăк пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçре тăрăшнă.

Служба органĕн ĕçченĕсем 2009 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 6167 çынна пулăшу кÿнĕ, вĕсенчен 2018 - ял çынни. Центрта черетре тăракан 197 гражданина ВС тата Д категориллĕ водитель, электрогазосварщик, повар, парикмахер, котельнăй операторĕ, суту-илÿçĕ, тракторист-машинист, ЭВМ тата 1С бухгалтери операторĕ специальноçа вĕрентнĕ.

Кăçалхи пуш уйăхĕнче хулапа районта "Чăваш Республикинче 2009 çулта халăха ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу памалли программа" программа ĕçлеме пуçларĕ. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май тĕрлĕ организаци-предприятипе 157 килĕшÿ çырнă. Ку тапхăр хушшинче шăпах çак программа тивлечĕпе Канаш хулипе районĕнче 418 çынна общество ĕçне явăçтарнă, 44 стажировкăна янă, 1270 предприятирех хăварнă.

Паянхи кун пирĕн Центртан вăхăтлăх ĕçе чĕнекен 500-е яхăн ваканси пур. Шалăвĕ - 4300 тенкĕрен кая мар. Кăмăл пуррисене организацисем хаваспах йышăнĕç.

Эпир вара, Канашри служба органĕн специалисчĕсем ĕçсĕр тăрса юлнă çынна ăна тупса парас енĕпе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика