ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ КАНАШУОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисен шучĕ ўсет

11 марта 2009 г.

Ĕçрынокĕнче лару-тăру тĕнчипех лăпкă мар. Финанспа экономика кризисне пула чылай çын ĕç вырăнĕсене çухатрĕ. Пирĕн тăрăхра кун пек пулăм вăйлах палăрмасть-ха. Иртнĕ çулти кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май Канаш хулинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертўçине Б. Семенова районти лару-тăрупа паллаштарма ыйтрăмăр.

 

-    2008 çула эпир Чăваш Ен халăхне 2007-2010 çулччен ĕçпе тивĕçтермелли тĕллевлĕ программăпа килĕшўллĕн ĕçлесе ирттертĕмĕр. Программăна тĕпе хурса влаç органĕсемпе, ĕçпе тивĕçтерекенсемпе, вĕрентў тата обществăлла организацисемпе ятарлă мероприятисем йĕркелерĕмĕр. Ĕç вакансийĕсен ярмăрккине тата «Ĕç шыракансен клубне» пуçарса ятăмăр.

-    Пирĕн районта ĕçсĕрлĕх шайĕ еплерех?

-    Кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 274 ĕçсĕр çын шутланса тăнă. Ĕçлеме пултаракан вăй пити çынсене пăхсан ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,08 процентпа танлашнă. Çулталăк хушшинче ĕçĕррисен шучĕ пĕлтĕр 34 çын чухлĕ ўснĕ.

2008 çулта ĕçпе тивĕçтерекен центра районта пурăнакан 4415 çын ĕç шыраса пынă. Вĕсенчен 1348-ĕшне учета илнĕ, ку виçĕм çулхинчен 12 çын ытларах. 684 çынна ĕçсĕр тесе палăртнă.

-   Ĕç тупайманнипе камсем ытларах аптăраççĕ?

-    Яланхи пекех ĕç тупайманнипе пирĕн патăмăрта учетра тăракансенчен ытларахăшĕ - хĕрарăмсем (69,0 процент), вĕсенчен 20,6 проценчĕ декрет отпускĕнче. Ĕç тупайман çамрăксем 40,5 процент шутланаççĕ. 45,3 проценчĕ ĕç вырăнĕсенчен хăйсен ирĕкĕпе тухса кайнă. 10,6 процентне предприяти саланнипе е штата чакарнипе ĕçсĕр тăратса хăварнă.

2008 çулта 898 çын ĕç тупма пултарнă. Ĕç вырăнĕпе тивĕçтересси 66,6 процентпа танлашнă, виçĕм çул çак кăтарту 73,2 процентпа тан пулнă. Учета илнĕ хыççăн 10 кун хушшинче ĕçсĕррисенчен 631 -шĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупнă.

-   Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтеретĕр-и?

-    2008 çулта ĕçпе тивĕçтерекенсемпе ку тĕллевпе 79 килĕшў тунă, 569 вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркеленĕ. Çуллахи кану тапхăрĕнче çак майпа çула çитмен 480 çамрăк ĕç укçи ĕçлесе илме пултарнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ нумай ачаллă çемьерен тата инвалид ачасем.

Çула çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса парассипе Карăклă, Энтрияль, Çеçпĕл, Катек, Çĕнĕ Чалкасси шкулĕсем, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕ тата Вăтапуç ял тăрăхĕ яланах аван ĕçлесе пыраççĕ.

Ĕç шыракансене обществăлла ĕçсене явăçтарассипе районти шалти ĕçсен уйрăмĕпе, Асхва, Ачча, Çеçпĕл, Кăшнаруй, Карăклă, Ухман, Энтрияль, Шелттем, Вăтапуç, Чакаç, Вăтакас Кипеч, Хучел ял тăрăхĕсемпе килĕшўсем тунă. Иртнĕ çулта çакăн йышши ĕçсене 148 çынна вырнаçтарнă. Социаллă хўтлĕх витĕмĕнче тăракан 19 çынна вăхăтлăх ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ, вĕсенчен 10-шĕ -инвалидсем. «Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ» программăпа килĕшўллĕн виçĕ çамрăк специалиста вăхăтлăх ĕç тупса панă.

-   Ĕçпе вырăнта çеç тивĕçтеретĕр-и?

-   Специалистсене хамăр патăмăрта ĕç шыраса тупса панипе пĕрлех Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсене те ĕçлеме яратпăр. 2008 çулта ку тĕлĕшпе 47 çынпа килĕшў тунă. Вĕсем Мускав, Тула, Волгоград облаçĕсенче тата Саха (Якути) Республикинче строительство тата ял хуçалăх ĕçĕсенче ĕçленĕ.

-   Хушма пĕлў çинчен мĕн калама пултаратăр?

-    Ĕç шыракансен квалификаци шайне тата професси ăсталăхне ўстерес тĕлĕшпе вĕренме яратпăр. Иртнĕ çулта 122 çын хăйсен ăсталăхне туптанă. Вĕренме янисенчен ытларахăшĕ хĕрарăмсем тата 16-29 çулсенчи çамрăксем. Профориентаци пулăшăвĕсемпе пĕтĕмпе вара 4415 çын усă курнă.

Иртнĕ çулта ĕçпе тивĕçтерекенсем 1367 ваканси тăратнăччĕ. Анчах та юлашки вăхăтра ĕç рынокĕнчи лару-тăру улшăнчĕ. Енчен те 2008 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1 ваканси пуçне 2,7 ĕçсĕр çын лекнĕ пулсан, кăçал çак вăхăтпа илсен -4,3.

2008 çулта 684 ĕçсĕр çынна пособисем панă, ку учета тăратнисен 50,7 проценчĕпе танлашать.

А.МЯСНИКОВ калаçнă.

Источник: "Канаш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429330, Чувашская Республика, г. Канаш, ул. Пушкина, д. 47 www.kanslzn.cap.ru
Телефон: (83533) 2-27-87,
Факс: (83533) 2-27-87
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика